Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Такăр çул - ял илемĕ

Такăр çул - ял илемĕ

Ял çыннисемшĕн çуран утма та, транспортпа çỹреме те чи малтанах тикĕс те çирĕп çул-йĕр кирлĕ. Çакна шута илсе Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕ (пуçлăхĕ _ Вячеслав Яковлев) Карапай Шăмăршăпа Çĕнĕ Тăрăн урамĕсен çулĕсене тимлĕхре тытать.

Нумаях пулмасть Карапай Шăмăршăри Калинин урамĕсене (1- пайне _ вăл 220 метр тăршшĕ _290 пинлĕх, 2-мĕш пайне _ 270 метр тăршшĕ _ 333 пинлĕх), Çĕнĕ Тăрăнти Чапаев урамĕн пĕр пайне (220 метрлă _ 490 пинлĕх) вак чул сарса тикĕслерĕç. Подрядчикĕ _ Вячеслав Ярмушов уйрăм предприниматель.

Халĕ Чапаев урамĕн тепĕр пайне _ вăл 165 метр тăршшĕ _ 685 пинлĕх _ асфальт сараççĕ. Ĕçе тăваканĕ _ Алексей Макаров уйрăм предприниматель.

Çул-йĕр строительствинче пуçарулăх бюджечĕн укçи-тенкипе усă кураççĕ.

Çĕнелсе тикĕсленнĕ çул ял сăн-сăпатне _ илем, граждансене çăмăллăх кỹрет.

Шăмăршă район администрацийĕн пуçлăхĕн Владимир Денисовăн, Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕн пуçлăхĕн Вячеслав Яковлевăн, çỹлерех асăннă подрядчиксен пуçарулăхĕпе çаврăнăçулăхĕ _ ыттисемшĕн çутă тĕслĕх.

А.Алексеева, Карапай Шăмăршă.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
16 августа 2022
13:43
Поделиться