Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Комбайнера пуç таяр!

Комбайнера пуç таяр!

МĔНШĔН комбайнера кăна пуç таймалла-ха? _ тейĕç вулакансем. _ Трактористпа шофер тивĕç мар-и чыс-хисепе?"

Тивĕç вĕсем те, вунă хут, çĕр хут тивĕç. Çапах та паян _ хĕрỹ вырма кунĕсенче _ комбайнер уй-хир паттăрĕ, тыр-пул хуçи пулса тăрать. Трактористпа шофера та мухтамалла, шăпах вĕсен вĕри тарĕпе çитĕннĕ те пуян тухăç. Тракторист çĕре сухаланă, тырă акнă, шофер вăрлăхпа тивĕçтернĕ. Пĕрне те хурлама çук, хура ĕçрен пĕри те хăраман.

УЙ-ХИРЕ ылтăн тĕс çапнипе художник картининчи чаплă пейзаж пекех туйăнать. Çак илеме чунпа туйма пĕлмелле, çак илеме ăнланакан çын çеç чăн-чăн çĕр ĕçченĕ шутланать. Александр Егоровăн фермер хуçалăхĕнче ир тытăнса каçченех хĕрỹ ĕç вĕресе тăрать. "Хĕрỹ" тени ытарлă калани мар: перĕнсе пăхăр-ха паян алăпа комбайн кабини çумне! Ай-яй, пĕçерет вĕт! Вăтăр градус ытла шăрăх çанталăкра ACROS-550 комбайнсенчен мунча чулĕ пек вĕри çапса тăрать. Нумай функциллĕ пĕр комбайна _ пĕлтĕр, теприне кăçал туяннă.

Тыр-пул пухса кĕртекенсем патне кăнтăрлахи апат вăхăтĕнче çитрĕмĕр те, кăштах сăмахласа илме те май килчĕ.

_ Эпĕ саккăрмĕш вырмана хутшăнатăп, _ пĕлтерчĕ çирĕп кĕлеткеллĕ çамрăк çын. _ Павел Николаевич Тимофеев пулатăп.

Эпĕ ватăрах _ вун пиллĕкмĕш вырма ирттеретĕп, _ калаçăва хутшăнчĕ çулпа аслăраххи. _ Алексей Николаевич теççĕ, хушаматăм _ Павлов.

Павелпа Алексей Улмаллă ялĕнчен, Егоровăн фермер хуçалăхĕнче килĕшỹ тăрăх ĕçлеççĕ. Иккĕшĕ те çĕнĕ йышши техникăна мухтаса пĕтереймеççĕ. Ултă цилиндрлă шанчăклă двигатель, 800 мм барабан, çĕнетнĕ конструкци, бункерти тырра хăвăрт пушатма май пурри тата ытти паха енсем комбайнерсене питĕ килĕшеççĕ.

Бункер тулни çинчен çутă сигналĕпе пĕлтерсенех Shacman автомашина комбайн патне васкать. Водителĕ _ Палтиелĕнче çуралса ỹснĕ Валерий Борисов.

Руль умне вăл 1985 çулта ларнă, тĕрлĕ маркăллă автомашинăпа ĕçленĕ. Районти "Сельхозхимия" пĕрлешỹре, ДРСУра вăй хунă.

_ Эпĕ салтакра та водитель пултăм, _ терĕ Валерий. _ Техникăпа ĕçлеме юрататăп. Тырă турттарасси маншăн _ чи яваплă ĕç. Комбайнсем ман айăппа хаклă вăхăта çухатнă тĕслĕх пĕрре те пулман.

Акă Алексей Павлов бункерти тырра автомашина кузовĕ çине пушатрĕ те, 385 лаша вăйлĕ Shacman склад еннелле çул тытрĕ. Кунта рабочисен ушкăнĕ тырра пĕрремĕш хут тасатса тирпейлет. Елена Харитонова, Сергей Шингарев тата Леонид Егоров вăр-вар ĕçлеççĕ, хиртен килекен тырра паянах тасатма тĕллев лартнă.

Кĕрхи тулла çапса илсен вика уйне куçаççĕ комбайнсем. Пĕр кун маларах çулса пăрахнăран, паккуссем типнĕ ĕнтĕ. Вика хыççăн урпа кĕтет. Ăна та çулса кушăхтармалли меслетпе пуçтарса кĕртесшĕн.

Манпа пĕрле хир тăрăх "Россельхозцентрăн" Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи уйрăмĕн тĕп агрономĕ Василий Ермошкин çỹрерĕ. Василий Михайлович кăçал районти уй-хир тухăçлă тыр-пулпа савăнтарасси пирки шантарсах каларĕ. Тирпейлĕ пуçтарса кĕртмелле кăна. Çанталăк йĕпе-сапа енне сулăниччен хирти тырă кĕлетре пулмалла.

Районти пур хуçалăхра та паян вырма ĕçĕсем сарăлсах пыраççĕ. Пĕрлех кĕр тыррисем акма çĕр хатĕрлеççĕ. Хальлĕхе 1000 гектар ытла çĕр сухаланă.

Тухăç пирки калас пулсан, кĕр тыррисене гектартан вăтамран 31 центнер ытла, урпана 25 центнер патнелле пуçтарса кĕртеççĕ.

Ив.САЛАНДАЕВ.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
16 августа 2022
13:49
Поделиться