Историе вĕрен, Ваççа - ан лар урокра калаçса
КĂÇАЛХИ сентябрĕн 1-мĕшĕ шкулсене пысăк улшăну илсе килĕ. Пур çĕрте те директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен советникĕсем пулĕç. Кунсăр пуçне çĕнĕ предметсем те вăя кĕрĕç. Ачасем пĕрремĕш класранах финанс ăслăлăхне (финансовая грамотность) вĕренме пуçлĕç. Çакă пурсăмăр та _ çав шутра ачасен ашшĕ-амăшĕ те _ çитмен пурнăçа пула кредитсем илсе тултарнипе те çыхăннă. Малашне "çăмарти чăххине вĕрентнинчен" тĕлĕнме пăрахăпăр: ачасем пĕрремĕш класрах укçа-тенкĕ мĕнле пулнине ăнланса ỹсĕç, хамăра путсĕр çынсем улталасран хỹтĕлеме пултарĕç.
Ашшĕпе амăшĕ ирĕк парсан, пуçламăш классенче иккĕмĕш ют чĕлхене те вĕрентме пуçлаççĕ.
Хăш-пĕр предмета, çав шутра информатикăна та, базăллă (пĕтĕмĕшле) тата тарăннăн (углубленный) вĕрентỹ çине пайлĕç.