Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Догазификаци - çынсемшĕн çăмăллăх

Догазификаци - çынсемшĕн çăмăллăх

Паллă ĕнтĕ, "Единая Россия" парти ял (поселок) çывăхĕнчи газопроводран ялти çурт патне çити тỹлевсĕрех газ пăрăхĕ илсе çитересси пирки пуçару тунăччĕ. Çак пуçарăва Раççей Президенчĕ В.В.Путин ырласа йышăннă, Министрсен Кабинетне 2023 çулччен çурт патне çити тỹлевсĕрех газ пăрăхĕ илсе çитерессине (догазификаци) пурнăçлама хушнă.

Догазификаци ĕçне пĕрлехи оператор тăвать, мĕн пур ĕç "пĕр чỹрече" принциппа пурнăçланать. "Единая Россия" партин регионти тата вырăнти уйрăмĕсем пурăнмалли çуртсем патне çити тỹлевсĕрех газ пăрăхĕ тăсма график туса хатĕрленĕ.

И.ПЫРКИНА, "Единая Россия" партин районти уйрăмĕн ертỹçи.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
16 августа 2022
13:38
Поделиться