Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"Журналистсене мĕнле пулăшмăн-ха!"

"Журналистсене мĕнле пулăшмăн-ха!"

АСЛĂ ĂРУ çыннисем Василий Платонович Кошкина _ 8 орден кавалерне _ лайăх ас тăваççĕ. Фронтри паттăрлăхшăн ăна икĕ хутчен Хĕрлĕ Çăлтăр, I степень Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин орденĕпе, III степень Мухтав орденĕпе чысланă. Вăрçăран таврăнсан, Виçпỹрт Шăмăршăри "Правда" колхоза ертсе пырса, хуçалăха çĕр-шывĕпех мала кăларнă. Мирлĕ ĕçри паттăрлăхшăн Кошкина "Хисеп Палли", икĕ хутчен Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав тата Октябрьти революци орденĕсемпе хавхалантарнă.

Василий Платонович 1936-1938 çулсенче _ Хĕрлĕ Çара кайичченех _ Шăмăршă типографийĕнче печатникра ĕçленĕ. Çав çулсене ветеран час-часах аса илетчĕ, Н.Д.Косойкин редакторпа журналистсем çинчен ырă сăмахсем çеç калатчĕ.

Председательте ĕçлесе чапа тухсан та (калама кăна вĕт _ РСФСР Верховнăй Совечĕн депутачĕ!) Василий Кошкин редакципе туслă çыхăну тытма пăрахман. Редакципе типографи килсĕр-çуртсăр тертленнине чĕри патне çывăха илсе, Василий Платонович А.В.Кузнецов редактора çĕнĕ çурт лартмашкăн пулăшма шантарнă.

"Журналистсене мĕнле пулăшмăн-ха, _ тенĕ хисеплĕ председатель. _ Вĕсем фронтра та малти ретреччĕ, халĕ те яланах малта".

1955 çулта райĕçтăвком редакцие çĕнĕ çурт-йĕр çавăрма 100 кубометр хыр-чăрăш уйăрса панă. Çак йывăçа касса турттарма редакципе типографи ĕçченĕсем хастар хутшăннă, пилорамăра та хăйсемех тăрăшнă. Василий Платонович Кошкин вара тỹлевсĕрех икĕ тракторпа виçĕ лаша уйăрса парса пулăшнă. Çак транспортпа вăрмантан каснă йывăçсене тата пилорамăра çурнă хăмана турттарнă. Çавăн пекех платник ĕçĕсене тума пилĕк колхозника çирĕплетнĕ. Вĕсене те колхоз шучĕпе, тырă парса ĕçлеттернĕ.

Кун пирки ун чух редакцире вăй хунă Н.О.Падиаров журналист час-час аса илетчĕ. Василий Платонович хăй те колхоз пулăшнипе редакци çуртне кĕске вăхăтрах хăпартса лартни çинчен каласа панăччĕ.

"Эпĕ печатник çеç мар, корректор та пулнă, _ кула-кула калатчĕ Василий Платонович. _ Николай Осипович Падиаров сĕннипе икĕ ĕçре тăрăшрăм, хаçатра йăнăш кайсан хытă айăпласран та хăраса тăман".

Çакăн пек хастар та хăюллă çынсем ĕçленĕ пирĕн редакцире. Вĕсен ырă тĕслĕхĕ çамрăк ăрăва та ĕçре маттур пулма хавхалантарать.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
01 августа 2022
11:22
Поделиться