Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Килти хуçалăх - чун савăнмалăх-и?

Килти хуçалăх - чун савăнмалăх-и?

ÇАПЛА, ĕлĕкрех: «Килти хуçалăх - чун савăнмалăх», - тесе çыраттăмăр. Выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал, чăх-чĕп йышлă усрани ял çыннине хушма тупăш кỹрет, ачасене ĕç патне çыпçăнма хăнăхтарать.

Районта килти хуçалăхсенче 2100 пуç сăвăнакан ĕне усраççĕ. Кашни кунах ял çыннисем хăйсенчен ытлашши 12 тонна ытла сĕте предпринимательсене сутаççĕ. Ĕне усракансем Палтиел (483 пуç), Пăчăрлă Пашьел (384 пуç) тата Карапай Шăмăршă (224 пуç) ял тăрăхĕсенче уйрăмах йышлă.

Çакна питĕ лайăх темелле, ял çынни килти хуçалăха аталантарса пыни патшалăха апат- çимĕçпе тивĕçтернĕ çĕрте те пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Пăшăрхантараканни вара çакă: хальхи вăхăтра районти кашни ялтах пĕр литр сĕте 22 тенкĕпе çеç туянаççĕ. Мĕншĕн çапла йỹнелчĕ-ха сĕт? Предпринимательсен пĕр хурав: çулла сĕт нумай, çавна пулах хакĕ те чакать. Кĕркунне енне сулăнсан сĕт хакĕ хăпарасса кĕтме пулать.

Пурте пĕлетпĕр: выльăх усрама ял çыннине пĕрре те çăмăл мар. Апат хăй хаклăхĕ те пысăк, уйрăмах тырă хакĕ ỹснĕçем ỹсет. Сĕт хакне чакарни ĕне усрас текенсен кăмăлне пăсать, ялта выльăх шучĕ чакасси патне илсе пырать.

Продукци йышăнса тирпейлекен предприятисен хисеплĕ хуçисем, халăхран сĕт туянакан предпринимательсем! Мĕншĕн-ха эсир ялан пысăк укçашăн çунатăр, çынсен нушине ăнланассишĕн тăрăшмастăр? Вĕсен вĕт ачисене шкула кайма хатĕрлеме те, кил-çурт валли апат-çимĕç, кирлĕ япала туянма та пĕртен-пĕр шанăç сĕт çинче анчах. Газпа электричествăшăн та тỹлесе пымалла. Литрне 22-пе мар, 24-25 тенкĕпе туянсан çав таранччен чухăна тăрса юлăр-ши?

Ялта ĕне юлмасан, укçу ăçтан пулĕ сан?



01 августа 2022
11:09
Поделиться