Ылтăн пучах тулать - хресчен йăл! кулать
ÇУ КУНĔ чипер хĕр кăмăлĕ пекех улшăнса тăрать çав. Тин çеç хĕвел кулса пăхатчĕ, кăнтăрла енне вара Энтĕрьел енчен хура пĕлĕтсем капланса килчĕç те аслатиллĕ çумăр чашлаттарма пуçларĕ.
- Тухăç çумăрĕ, - терĕ район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Олег Алексеев. - Чăнах та, пĕрчĕллĕ культурăсем валли нỹрĕк çитет-ха, анчах куккуруспа чĕкĕнтĕр тата çĕр улми валли чухах. Мĕнле калаççĕ-ха: ылтăн пучах тулать - хресчен йăл! кулать.
Олег Николаевич кашни кун тенĕ пекех уй-хирте пулать иккен, çавăнпа та лару- тăрăва лайăх пĕлсе тăрать.
- Кĕрхи тулă уйрăмах кăмăла çĕклет, - хавхаланса калаçать районти тĕп çĕр ĕçченĕ. - 1336 гектар вăл пирĕн, «АгроТранспорт» ООО, «Победа» ООО тата Валерий Симурзин фермер хирĕсем савăнтараççĕ. Ытти фермерсен те тухăçлайăх пулмалла. Çĕр ĕç культурине çирĕп пурнăçласа акни, минерал удобренийĕсемпе туллин усă курни, тата, паллах, сортсене çĕнетсе пыни вăйлă тыр-пул никĕсĕ пулса тăрать.
Пурĕ 15646 гектар çинчен тыр-пула пуçтарса кĕртмелле районти çĕр ĕçченĕсен. Кĕрхи тулăсăр пуçне çурхи тулă 4875 гектар, урпа 3536 гектар, сĕлĕ 421 гектар, тĕшĕлĕх акнă куккурус 162 гектар, силос валли акнă куккурус 581 гектар, хура тул 140 гектар, пăрçа йышши культурăсем 452 гектар йышăнаççĕ.
Кусемсĕр пуçне 300 гектар сахăр чĕкĕнтĕрĕ, тĕшĕлĕх акнă 1810 гектар хĕвел çаврăнăш, 254 гектар соя, 270 гектар çурхи рапс, 116 гектар çĕр улми çитĕнеççĕ.
Пĕр культурăна та хурлама çук, хăйсем тăрăшнипе, Турă пулăшнипе хуçалăхсемпе фермерсем кăçал çĕр-анне ырлăхне туллин курма ĕмĕтленеççĕ.
Çапах та, хирте ỹсекен тырă хальлĕхе «ура çинче» - ăна тирпейлĕ пуçтарса кĕртессишĕн нумай тăрăшмалла. Олег Алексеев каланă тăрăх, хире тухма 41 комбайн та хатĕрпе пĕрех. Чăнах та, кивĕрреххисем те пур ĕнтĕ, анчах çĕнĕ техника та шанăçа ỹстерет. Пысăк хăватлă 5 комбайн энергие перекетлекен йышшисем шутланаççĕ.
Чуна савăнтаракан тепĕр хыпар: «Победа» ООО 5 миллион та 463 пин тенкĕ тăракан куçса çỹрекен АТМ-34 йышши тырă сушилки туяннă. Çавăн пекех виçпỹртсем тырă тасатакан ЗСК-70 комплекс та (1,8 миллион тенкĕ) илнĕ. Хальхи вăхăтра çак кăткăс техникăна вырнаçтарса ĕçе хатĕрлеççĕ.
Хуçалăхра ангар йышши тырă хранилищине юсас ĕç те анлă сарăлнă. Вырма пуçланиччен тырă йышăнма хатĕр пулĕ.
Районти ытти хуçалăхсемпе фермерсем те кĕлетсемпе ангарсене тасатса дизинфекцилеççĕ, тырă тасатакан техникăна юсаççĕ тата ытти те. Вун вун ĕç тумалла вĕт, пĕрне те кая хăварма юрамасть.
Выльăх апачĕ хатĕрлесси те - кун йĕркинчех. Районта нумай çул ỹсекен курăксене пĕрремĕш хут çулса паха утă хатĕрленĕ, часах иккĕмĕш хут çулма пуçăнаççĕ.
Çунтармалли-сĕрмелли материалсем туянаççĕ, кĕр тыррисем акма çĕр хатĕрлеççĕ. Кашни кун хĕрỹ ĕçре иртет.
- Çанталăк парсан, августăн 10-мĕшĕсенче кĕр тыррисене пухса кĕртме тытăнатпăр, - пĕлтерчĕ ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ. - Механизаторсем çитеççĕ, пурте тенĕ пекех хирти ĕçре пиçĕхнĕ шанчăклă çынсем. Вĕсене ĕçшĕн тивĕçлипе хавхалантармалли мерăсем те пулĕç.
Выльăх-чĕрлĕх тата кайăк-кĕшĕк усракан район çыннисен пĕрре те пăшăрханмалла мар: тирпейлĕ пуçтарса кĕртсен тырă пурин валли те çитет. Фермерсем халăх кăмăлне тивĕçтерекен хаксем хурĕç.