Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Чи лайăххисем - Шăмăршăсем

Чи лайăххисем - Шăмăршăсем

ИЮЛĔН 22-мĕшĕнче Патăрьел районĕнче Пĕтĕм Раççейри професси ăсталăхĕн "Вăрман сỹнтерекен чи лайăх пожарнăй-2022" конкурсăн регионти VIII ăмăртăвĕ иртнĕ. Ăна Чăваш Республикин Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министерстви йĕркеленĕ.

Республика ăмăртăвне тĕрлĕ районтан килнĕ 22 пожарнăй хутшăннă. Çивĕч кĕрешỹре чи пысăк ăсталăх кăтартса Шăмăршă лесничествин 1 категори лесникĕ Владимир Чернов çĕнтерỹçĕ пулса тăнă. Виççĕмĕш вырăна та пирĕн район вăрманçи йышăннă: Шăмăршă лесничествин вăрман фондне сыхлас тата хỹтĕлес енĕпе ĕçлекен инженер Марат Азизов палăрнă.

Владимир Чернов лесник кăçалхи сентябрĕн 6-9-мĕшĕсенче Мускав облаçĕнче иртекен федераци конкурсне хутшăнĕ. "Çĕр-шыври вăрман пушарне сỹнтерекенсенчен чи лайăххи" ята çĕнсе илме Владимира ăнăçу сунатпăр.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
01 августа 2022
11:27
Поделиться