Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ан шелле пултăрана - тĕпренех кăклар ăна!

Ан шелле пултăрана - тĕпренех кăклар ăна!

КĂÇАЛХИ çу кунĕсенче Тутарстанри Куршанкă Шăхаль ялĕ витĕр иртме тиврĕ. Илемлĕ ял, çĕнĕ çуртсем çĕкленни те кунта çамрăк çемьесем тымар янине çирĕплетет.

Мана çырма хĕрринче тата улăхра çулçипе пултăран евĕрлĕ тем çỹллĕш ỹсен тăран сарăлса ỹсни тĕлĕнтерчĕ.

_ Наркăмăшлă ỹсен тăран вăл, _ ăнлантарчĕ юлташăм. _ Вырăсла "Борщевик Сосновского" теççĕ. Ăна выльăх та çимест. Куратăн-и, 3-4 метр çỹллĕш те çĕкленнĕ, часах ак вăррисене те сапалама пуçлĕ.

Çакă тата тĕлĕнтерчĕ: 2012 çулччен усал пултăран селекци çитĕнĕвĕсен реестрĕнче пулнă иккен, ăна выльăх апачĕ валли тесе пирĕн çĕр-шывра ятарласа ĕрчетнĕ. 2015 çулта тин ученăйсем хăйсен пысăк йăнăшне ăнланса илнĕ, Сосновский пултăранне "захватчиксен" шутне кĕртнĕ.

Чăнласах та "захватчик" çак пултăран: "Россельхозцентр" пĕлтернĕ тăрăх, усал ỹсен тăран çулталăкра 10 процентран кая мар хуçасăр выртакан çĕрсене ярса илет.

Сосновский пултăранĕ хăй çумĕнче урăх нимĕнле курăка та ỹстермест, пур çĕрте те хуçаланать. Юлашки çулсенче çак усал ỹсен тăран вăрмана та сĕкĕнсе кĕнине çирĕплетеççĕ. Вăрманти экосистема арканас хăрушлăх тухса тăрать. Çапла вара çырла та, кăмпа та текех ỹсмесен пултарать.

Сосновский пултăранĕн сĕткенĕ ỹт çине лексен çунтарса илет, çак суран кайран питĕ вăраххăн сипленет. Усал пултăран выльăх-чĕрлĕхшĕн те хăрушă.

Сосновский пултăранĕ Чăваш Енри кашни районтах тенĕ пек сарăлнă. Хальлĕхе Шăмăршă тăрăхĕнче çак усал курăка асăрхаман, анчах та кỹршĕсенчен куçмĕ теме çук.

Çак усал ỹсен тăрана çавапа çулнипе е кĕреçепе кăкланипе çеç пĕтерме йывăр. Гербицидсемсĕр май килмĕ. Ученăйсем Глифор, Глисол, Рап, Смерш, Торнадо, Ураган йышши гербицидсемпе усă курма сĕнеççĕ. Вĕсенче глифосат текен имçам пур. Пĕр гектар çине сирпĕтме 200 литр шĕвек каять. Пултăрана икĕ-виçĕ çул хушши гербицидпа пĕрĕхсен унăн тымарĕ хăрать, çĕр тинех тасалать.

Чăваш Республикинчи Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, Сосновский пултăранĕ 839,2 гектар çĕре "туртса" илнĕ те ĕнтĕ. Вырăнти администрацисене çак усал курăка çулса-кăкласа тĕп тума сĕннĕ. Сосновский пултăранĕпе кĕрешме кăçал республика бюджетĕнчен 19 миллион тенкĕ уйăрнă. Паллах, ку нумай мар, Сосновский пултăранне пĕтерме пĕтĕм халăх тăрăшни кирлĕ. Çак усал ỹсен-тăрана ăçта куратăн _ кăкламалла, енчен те çỹллĕ ỹсме пуçланă пулсан питĕ асăрханса ĕçлемелле.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
01 августа 2022
11:25
Поделиться