Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

90 çул хыçра - 100 çула ал памалла!

90 çул хыçра - 100 çула ал памалла!

ПИРĔН хаçат тантăшĕ, Энтĕрьелĕнче пурăнакан Ольга Егоровна Захарова 90 çул тултарчĕ. Хăйĕн пĕтĕм пурнăçне колхозра тата совхозра ĕçлесе ирттернĕ вăл, "Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçнĕ.

Чаплă юбилей ячĕпе Ольга Егоровнăна район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Александр Чамеев, Шăмăршă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Андрей Удин тата районти социаллă хỹтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Надежда Федорова чун-чĕререн саламланă, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр суннă.

Аса илтеретпĕр: çак кунсенче _ августăн 3-мĕшĕнче _ пирĕн район хаçачĕ те хăйĕн 90 çулхи юбилейне паллă тăвать.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
01 августа 2022
11:33
Поделиться