Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çу кунĕнчи кĕнеке сукмакĕ

Çу кунĕнчи кĕнеке сукмакĕ

Çуллахи кану вăхăтĕнче те Кивĕ Чукал ялĕн библиотекинче шкул ачисем валли тĕрлĕ мероприяти иртет.

Вулавăшăн ача-пăча пайĕнче «Класс тулашĕнчи вулав» выставка ĕçлет. Çитĕнекен ăрăва каникул вăхăтĕнче кирлĕ литература вулама илĕртет вăл. Выставкăн пĕрремĕш пайне «Кĕнеке страницинчи хĕвел» ят панă. Ун ытамне лекнисем сар хĕвел пек ялкăшса вырăс тата чикĕ леш енчи классиксен хайлавĕсемпе - бестселлерсемпе, фантастикăпа тата ыттипе те паллашма пултарĕç. «Çу кунĕнчи кĕнеке сукмакĕпе» пай «сукмакĕ» шăпăрлансене шкул программипе вуламалли литература патне илсе çитерĕ.

Т.Чамеева,
Кивĕ Чукал ял библиотекин библиотекарĕ.



01 июля 2022
09:36
Поделиться