Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ачуна çурат хăвна савăнма...

Ачуна çурат хăвна савăнма...

ЭПИР - Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи хыççăн çуралнисем - çав тери телейлĕ. Чăнах та, çăмăл пурнăç пулман ĕнтĕ, выçлăхне те, çуклăхне те тỹссе ирттернĕ. Çу кунĕсенче çара уран чупнă (пушмака шкула кайма упранă), атте-анне çĕнĕ портфель туянма укçа тупаймасан пир сумккапах юп курнă. Хальхи пек автобус кĕтсе тăман (автобус мĕнне те пĕлмен!), кỹршĕ ялти шкула хуть те мĕнле çанталăкра та çуранах çỹренĕ. Апла пулин те тăрăшса вĕреннĕ, çĕр-шыва юрăхлă çын пулма ĕмĕтленнĕ.

Колхоз ĕçне хутшăнма та, килти хуçалăхра пулăшма та ỹркенсе тăман, пушă вăхăтра тĕрлĕ вăйă выляса савăннă.

Çĕнтерỹçĕ салтаксем вăрçă çинчен каласа панине çăвар карсах итленине ăçтан манайăн-ха? Вĕсем пирĕншĕн чăн-чăн паттăрсем пулнă вĕт-ха, фронтовиксене эпир учительсене хисепленĕ пекех чунтан хисепленĕ.

Вăрçă паттăрĕсем çемье çавăрса ăмăртмалла тенĕ пек йышлă ача-пăчаллă пулма тăрăшнă. Çĕр-шыва тăшманран хỹтĕлеме те, халăх хуçалăхĕнче ĕçлеме те çын нумай кирлĕ пулнине пурте тĕрĕс ăнланнă. 5-6 ачаллă çемьесем ялта речĕпехчĕ, ытларах çуратакансем те йышлă пулнă. Футболла е хоккейла выляма çиччасрах темиçе команда йĕркелеме пулатчĕ. Шкулта та классем тулличчĕ, пỹлĕмсем çитменнипе икшер сменăпа та вĕреннĕ.

Кашни çулах ялтан 10-15 маттур йĕкĕте салтака ăсатнă, çулталăкра сахалтан та 20-30 туй кĕрлетчĕ.

Совет патшалăхĕн правительстви 1944 çулта «Ача Амăшĕ героиня» ята çирĕплетни йышлă çемьесен шутне тата та ỹстернĕ. Вунă е ытларах ача çуратнă амăшне Герой çăлтăрĕпе чыслани, хăш-пĕр çăмăллăх пани кама ан савăнтартăр-ха?

Хамăрăн Шăмăршă районĕнче «Ача Амăшĕ героиня» ята чăн малтан кивĕ Чукалти Евдокия Гавриловна Чамеева илме тивĕç пулнă. Ăна хисеплĕ ята 1946 çулхи майăн 24-мĕшĕнче панă. Ун хыççăнах - 1946 çулхи июнĕн 7-мĕшĕнче - Патирекри Мария Федоровна Лысовăн кăкăрĕ çине Герой çăлтăрĕ çакнă.

1948 çулта Çĕнĕ Чукалти Анастасия Игнатьевна Бибукова, 1954 çулта Васанти Перасковья Кирилловна Николаевăпа Баскак паççулккинчи Кафия Сабировна Феткуллова, 1955 çулта Асанкассинчи Майре Шайдулловна Абульханова, 1956 çулта çак ялти Гельмизямал Шакировна Шарапова, Улмаллăри Татьяна Александровна Мишина, Палтиелĕнчи Мерзия Идиетулловна Алтынбаевăпа Мейзиян Идиетулловна Камальтдинова, Баскак паççулккинчи Азия Селяховна Залалова, 1957 çулта Çĕнĕ Шăмăршăри Александра Семеновна Егоровăпа Баскак паççулккинчи Зиган Шихамуратовна Мукадесова, 1958 çулта Асанкассинчи Прасковья Петровна Кузьминăпа Вайбе Шейдулловна Хасянова, 1959 çулта Хайпăлари Анна Трофимовна Николаева, 1960 çулта Пăчăрлă Пашьелĕнчи Матрена Федоровна Сандрейкина, 1961 çулта Шамккайри Елизавета Андреевна Щукинăпа Кивĕ Чукалти Александра Федоровна Дергачева, 1962 çулта Кучек паççулккинчи Татьяна Васильевна ШингаревăпаХалиме Кадыровна Халимова, 1965 çулта Кивĕ Шăмăршăри Александра Кирилловна Евдокимова, 1966 çулта Палтиелĕнчи Мершиде Алиулловна Билалова, 1967 çулта Хĕрлĕ Васан паççулккинчи Александра Ивановна Алякина, Пăчăрлă Пашьелĕнчи Вера Михайловна Тутаева, Кивĕ Чукалти Надежда Алексеевна Малеева, 1968 çулта Васанти Мария Ивановна Вазанова, Асанкассинчи Асие Кабировна Идеатуллова, Çĕнĕ Чукалти Ольга Гавриловна Морозова, 1969 çулта Виçпỹрт Шăмăршăри Александра Васильевна Кузьмина, Асанкассинчи Фейме Сафиулловна Валеева, Карапай Шăмăршăри Перасковья Михайловна Елисеева, 1970 çулта Кивĕ Чукалти Мария Фроловна Малеева, Палтиелĕнчи Ольга Александровна Михайлова, 1971 çулта Кивĕ Шăмăршăри Анна Степановна Ястребова, 1975 çулта Пуянкассинчи Розалия Сергеевна Андреева, 1976 çулта Кивĕ Чукалти Анастасия Федоровна Чамеева, 1977 çулта Кивĕ Шăмăршăри Роза Александровна Антонова, 1978 çулта Мулла паççулккинчи Зоя Сергеевна Ишлинская, 1982 çулта Патирекри Гельзере Сейфутдиновна Гараева, 1985 çулта Канаш паççулккинчи Виргения Александровна Григорьева, 1990 çулта Кахăрлă Шăхалĕнчи Галина Михайловна Ефимова «Ача Амăшĕ героиня» Ылтăн медале тивĕçнĕ.

СССР аркансан нумай ачаллă амăшĕсене наградăсем парасси манăçа тухрĕ. Çĕр-шывра демографи лару-тăрăвĕ çултан çул çивĕчленсе пыни хытăран хытă сисĕнет. Акă пĕр тĕслĕх çеç: 1967 çулта Асанкассинчи пуçламăш шкулта 170 ача вĕреннĕ, 150 ачана яхăн аслă классенче вĕренме Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкула çỹренĕ. Паян ялта ача сасси илтĕнменпе пĕрех, Асанкасси районта чи ватăлса çитнĕ ял шутне кĕнĕ.

Районти кашни ял пиркиех хытă пăшăрханса калаçма пулать. Хулари пек илемлĕ шкулсемпе ача сачĕсем пушанса юлчĕç, çывăх çулсенчех ача нумай çураласси те иккĕлентерет. Ĕç вырăнĕ çуккипе çамрăксем яла çирĕпленсе юлмаççĕ, аслă шкулсенчен вĕренсе тухсан та районта ĕç тупаймаççĕ. Çавна пулах ялсем ватăлса пыраççĕ, урамĕ-урамĕпех пенсионерсем çеç пурăнни те вăрттăнлăх мар. Хăш-пĕр ялтан çулталăкра пĕр йĕкĕт те салтака кайманни пăшăрхантармасть-и тата? Пĕр туй та кĕрлеменни, пĕр ача та çуралманни чуна ыраттармасть-и?

Çакăн пек кăткăс лару-тăру васкавлă мерăсем йышăнма хушать. Ахальтен мар ĕнтĕ Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.В.Путин «Ача Амăшĕ героиня» ята çĕнĕрен чĕртсе тăратасси çинчен пĕлтерчĕ. Вунă е ытларах ача çуратнă амăшне 1 миллион тенкĕ укçан парса хавхалантарасси пирки те каларĕ. Нумай ачаллă çемьесене ытти енчен те пулăшма шантараççĕ. Вĕсене чыс-хисепĕ те, пурлăх пулăшăвĕ те пулĕ.

Ĕлĕк пирĕн аннесем патшалăх пулăшăвне илмесен те йышлă ача çуратма тăрăшнă, вĕсене тивĕçлĕ воспитани панă. Хальхи çамрăксем йывăрлăхсенчен мĕншĕн хăраççĕ-ха? Çемьере ача çурални - пысăк савăнăç, çемье ỹснĕçем ỹссе пыни тата та пысăкрах савăнăç вĕт! Çакăн пирки шухăшласа çемье йышне ỹстерсех пыма сĕнесшĕн эпĕ çамрăксене. Ан тив, пурте Герой пулаймĕç, анчах пĕр тăвансем нумай пулсан пурнăç та илемлĕреххĕн туйăнĕ.

Ив.САЛАНДАЕВ.



01 июля 2022
09:39
Поделиться