Юрлать «Сурпан» чăвашлăха савса
"Культура еткерлĕхĕ - малашлăх уççи" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.
Çак кунсенче виçпỹртшăмăршăсен «Сурпан» фольклор ансамблĕ хăйĕн 40 çулне паллă турĕ. Мухтавлă çул утса тухрĕ «Сурпан», ỹсĕм çулĕпе хăюллăн утать вăл. Фольклор ансамблĕ халăхăмăрăн ылтăн-кĕмĕлпе те танлашайми пуянлăхне - ун йăли-йĕркине, пурăнма ăс паракан сăмахне, кун-çул йĕрне çутатакан юррине, мăн асаттемĕрсен чун хавалне палăртакан ташшине - ламран лама куçма пулăшать.
...1982 çулта Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Нина Тихонова библиотекарь (питĕ шел, пирĕн хушăмăрта çук халь) пуçарăвĕпе йĕркеленнĕ вăл. Тĕллевĕ ял çамрăкĕсене чăваш наци культурипе çывăхлатасси, авалхи йăла-йĕркене чĕртсе тăратасси, ĕлĕкхи юрра- ташша упраса хăварасси, халăхра сарасси пулнă. Тĕрлĕ сферăра тăрăшакансем, пенси- онерсем пĕр чăмăра пĕрлешсе сăваплă ĕç хускатнă. Вырăнтисăмахлăха - вăйă, улах, хăна, туй, çĕнĕ хăта юррисене - ватăсенчен çыра-çыра илнĕ, кил-йыш тата халăх йăли-йĕркине тĕпченĕ, вĕсене ăша илсе çынсен умне кăларма хатĕрленĕ. Паллах, асатте-асаннен арчисенчен çи-пуç, капăрлăх кăларнă, пĕчĕккĕн хăйсем те кĕпе-саппун, явлăк-сурпан тĕрленĕ, тухья-хушпу, мăя-тевет ăсталанă. Ĕç хатĕрĕсене (вĕсемсĕр йăла-йĕркене, ĕç-пуçа кăтартаймăн) янтăланă.
Чи малтан 1983 çулхи район Акатуйĕнче хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарнă «Сурпан», чăваш туйĕн йăли-йĕркине кăтартнă. Ун хыççăн унăн чăн-чăн гастролĕ пуçланнă. «Чăваш Республикинчи Раççей кĕнеки» Пĕтĕм Раççей кĕнеке выставкин уявĕнче, Октябрьти социализмлă Аслă революци 70 çул тултарнă ятпа йĕркеленĕ уяв концертĕнче (Шупашкар, 1987ç.). Районти пĕр концерт-уяв та «Сурпансăр» иртмен. Ĕçне кура - чысĕ. 1989 çулта фольклор ушкăнне «Халăх коллективĕ» сумлă ят параççĕ. Ку пулăм «сурпанçăсене» тата тăрăшарах ĕçлеме хистенĕ. Ăçта кăна çитмен Виçпỹрт Шăмăршă ушкăнĕ! Чăвашлăха тăван республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче, Чулхулара, Тутарстанра, Самарта, Оренбургра сарнă, селĕм юрри-ташшипе, çи-пуç илемĕпе те ĕлккенлĕхĕпе тĕлĕнтернĕ.
1995 çулта «Сурпан» Халăх фольклор ушкăнĕ Франци çĕр-шывне те çитнĕ, Пĕтĕм тĕнчери фольклор фестивальне хутшăнса Чăваш çĕрне, Раççей çĕр-шывне чапа кăларнă. Халăх артисчĕ Валерий Яковлев тата ЧР Культура министрĕ Герольд Алексеев - ертсе пынипе уйăх хушшинче 64 (!) концерт лартма мехел çитернĕ. Н.Смирнова, Е.Муравьева, Л.Семенова, А.Семенов, Е.Еремеева, А.Мокеев, В.Бородова, Н.Андреева, Н.Мульдиярова, А.Мульдияров, Г.Мульдюкова, Н.Сурков, М.Мулендеева, А.Егоров, Ф.Малов, И.Муллина Франци çĕрĕнче чăвашлăха çỹллĕ шайра кăтартма пултарнишĕн чи ырă сăмахсене тивĕçлĕ.
1997 çулта ушкăна виçпỹртсен «шăпчăкĕ», Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Елена Муравьева ертсе пыма пуçлать. Ун çаврăнăçулăхĕ-пуçарулăхĕпе «Сурпан» ĕçĕн географийĕ тата тăсăлать, чапĕ таврана сарăлать.
Халĕ вара Федор Малов (хăй юралать- ташлать, купăс калать!) ертсе пырать коллек- тива. Юлашки вăхăтра та «Сурпан» «çимĕçне» тухăçлă парать. Тутарстанра пулса курни мĕне тăрать! Çĕпрелте - «Троицки юррисем» тĕн фестивалĕнче, Аксура - пĕтĕм чăваш акатуйĕнче, Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушкинче (чăвашсене çутта кăларнă Иван Яковлевич Яковлев ялĕнче) пултарулăхне кăтартни - мухтава тивĕçлĕ ĕç. Патăрьелĕнче тĕрлĕ халăх культурисен фестивалĕнче пулса Шăмăршă тăрăхĕнчи авалхи ĕç-хĕле, йăла-йĕркене сăнласа 1-вырăн çĕнсе илчĕ коллектив. Ĕçсен вĕçĕ, пултарулăх-ăсталăхăн чикки те çук. Вăйă, улах, хĕр сăри, туй, тăла тỹни тата ытти йăласене, çавăн пекех ĕç, рекрут, хăна юррисене кирек ăçта та, кирек кам та хапăл туса йышăнать. Апла пулсан «Сурпанăн» ĕçĕ пархатарлă та сăваплă.
«Сурпан» тесен куç умне хĕрарăмăн пуçа сырмалли хатĕрĕ тухса тăрать. Анатри чăвашсем ăна шурă çипрен тĕртсе тунă, ик хĕррипе хĕрлĕ тĕс янă (тĕртнĕ), вĕçĕсене тĕрĕллĕ пỹспе-сатинпа тăснă, вĕсен вĕçне чĕнтĕрпе илемлетнĕ. Виçпỹртсен фольклор ансамблĕ çак ята ахальтен суйласа илмен. Вырăнти йăла-йĕркене, ĕç-пуçа, халăх сăмахлăхне, тумтир-капăрлăха, тĕрре-эреше çитĕнекен ăру патне илсе çитерес тĕллевпе юрлать-ташлать, сăнарлăн пуплет, ĕлĕкхи ĕç-хĕле евĕрлет... Несĕлĕмĕрсем калашле, сурпан пек вăрăм пултăр санăн ĕмĕрỹ, «Сурпан», килес ăрушăн юрăхлă пултăр санăн ĕçỹ.