Тĕрри - ахах-мерчен
"Культура еткерлĕхĕ - малашлăх уççи" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.
Карапай Шăмăрш ăри Л.Карпова, С.Сидорова, З.Измайлова ял хĕрарăмĕсенчен нимпе те уйрăлса тăмаççĕ темелле. Ыттисем пекех, пахча çимĕç çитĕнтереççĕ, выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ, ача-пăча çуратса ỹстернĕ. Ялти Культура çурчĕ çумĕнчи художество пултарулăх коллективĕн членĕсем вĕсем, «Шăнкăрав» фольклор ансамбльне çỹреççĕ. Тата вĕсене тачă пĕрлештерекенни илемлĕх туйăмĕ, вышкайсăр пысăк ĕçченлĕхпе ăсталăх. Хĕрарăмсем - таврари паллă тĕрĕçĕсем. Хăйсем валли те, юрă-ташăри юлташĕсем валли те уяв тумне тĕрĕпе капăрлатса тĕлĕнтереççĕ.
Лидия Карпова ялти вăтам шкулта чухнех амăшĕнчен тĕрĕ ăсталăхне алла илнĕ. Хĕреслĕ канвапа, тутар тĕррипе (гладью) - тултарса та тетпĕр - кăсăкланса сăмса тутри, явлăк, ал шăлли, çаптăркка çинчи тĕрре (дорожка) тĕрленĕ. Каярах пысăкрах япаласем çине çут çанталăк илемне куçарма пуçланă.
Пуш самант тупăнсанах (хăй вăл О.Хлюкин (хресчен) фермер хуçалăхĕнче ĕçлекенсене пулăшма çỹрет) 63-ри хĕрарăм аллине йĕппе çип тытать, юрла-юрла тĕр тăвать: хамăр районти уйрăм çынсем, фольклор коллективĕсем ыйтнипе саппун, тутăр-явлăк тĕрлет. Патăрьел районĕнчи Ишек, Йăлăм, Пăлаçи Тăрăн тата ытти ялсен фольклор ансамблĕсем валли мĕн чухлĕ тĕрлесе паман-ши тата! Заказ нумай - ĕлкĕр çеç. Паллах, хăй аллипе ăсталанă япаласем тус-тăванĕн çуралнă кунĕ нче чаплă парне вырăнĕнче.
Мăшăрĕпе пĕрле икĕ ывăл çитĕнтернĕ Лидия Александровна, вĕсем Шупашкарта пурăнаççĕ. Пиллĕкри Даша мăнукне асламăшĕ ача садĕнче юрлама-ташлама чăваш кĕпи-саппунне çĕлесе-тĕрлесе пачĕ, тухьяпа тевет, мăй çыххи хатĕрлерĕ. Пĕчĕк юрăçа парне çав тери килĕшнĕ.
- Тĕрлесси - маншăн чун киленĕçĕ, çавăнпа унсăр пĕр кун та иртмест, - тет ăста. - Çĕрĕпе, ĕçе вĕçне çитериччен, ларатăп тĕрлесе. Ывăнсан - алса-чăлха çыхатăп...
Пусма çине куçармалли эреш-тĕрре Лидия Кар- пова печенипе чей коробкинчи йăлтăрккапа усă курса ỹкерет, чечекĕсене интернетран та тупать, тантăшĕсемпе улăштарать. Хирĕçре пурăнакан Светлана Сидорова - ăста художник, вăл та пулăшать тĕрĕ ĕлкисене калăплама.
С.Сидорова - Патăрьел районĕнчи Упамсаран. 4-класра пĕлỹ пухнă чух тĕрлеме вĕреннĕ. Амăшĕ Клавдия Васильевна хĕреслĕ канван тата тултарса тĕрлессин ĕç мелĕсен вăрттăнлăхĕпе паллаштарнă - Света каçпа лампа çутса ал ĕçĕпе ларнă. Пурнăç парнеленĕ çынни юрă урлă ăс панине халь те куççульпе аса илет Светлана Петровна. Акă пĕр çаври:
Кунсерен вăй хунă май
Калаттăнччĕ эс пĕрмай:
- Хĕрĕмçĕм, çакна ан ман:
Ĕçлекен выçă ларман.
Чăтăмпа, кулленхи тăрăшулăхпа умри тĕллеве пурнăçлама хăнăхнăскер, Светлана Шăмăршă районне качча килсен ĕçченлĕхпе те тирпейлĕхпе палăрнă. Çăм арланă, сĕтел çитти, вырăн таврашĕ, кавир таранччен тĕрлесе пỹрт ăш-чиккине илемлетнĕ. Халĕ вара çын çинче çỹремелĕх, концерт-уява хутшăнмалăх чăваш çи-пуçне йĕппе-çиппе чĕр сăн кỹртет. Тĕрĕçĕ малтан мулине çиппипе усă курнă пулсан, халĕ, тантăшĕсем пекех, çăм тутăрсене сỹтсе çип тăвать. Çип тĕсĕсем - асамат кĕперрин 7 тĕслĕ эрешĕ.
Маларах Киров ячĕллĕ колхозăн уй-хир бригадинче, нумай çул хушши кунта поварта тăрăшнă хĕрарăм тивĕçлĕ канура. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усрасан та, пахча ĕçĕ вăхăта илсен те, тĕрлеме ерçỹ тупатех Светлана Петровна. Пуянкассинчи «Аххаяс» фольклор ушкăнĕ валли саппун-тутăр тĕрлесе парать. Тутарстанри Çĕпрел районĕн, Патăрьелпе Елчĕк районĕсен вырăнти артисчĕсен наци тумĕ çинче те чун ăшшипе «шăварса» хỹхĕм чечексем «çитĕнтерет». Çапла, чĕрĕ пекех вăл тĕрленĕ кĕл чечек, салтак тỹми, утмăлтурат, мăкăнь...
Ăсталăхĕ хĕрĕпе ывăлĕсене те куçнă. Ырламалли пулăм!
Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕнче чĕрĕк ĕмĕр поварта тимленĕ, халĕ ял клубĕнче тирпейлỹçĕре ĕçлекенскер, Зоя Измайлова та тĕррĕн асамлă тĕнчине ытараймасть. Хресна амăшĕ Евгения Алексеевна Степанова (85-ри пуçпах халĕ те ал ĕçĕпе ларать) вĕрентнипе тĕрĕ тата çыхас ăсталăха хăй чĕрин хĕвелĕ тунă. Чăлха-тапăчки çыхнипе пĕрлех, тĕрлеме тытăннă. Çĕнĕ пỹрт лартсан ăна тĕрĕпе тултарнă. Чỹречепе тур ум каррисем, сĕтел çитти, вырăн таврашĕ, дорожкăпа кавирсем таран хĕреслĕ канвапа, тутар тĕррипе тĕрлесе çакнă-сарнă. Алмаз мозаикипе те туслă маттур хĕрарăм, унран тунă ĕçĕсене рамкăна вырнаçтарать. Хамăр тăрăхри тата кỹршĕллĕ районти уйрăм çынсемпе юрă-ташă ăстисене чăваш тумне тĕрлесе парать.
- Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпỹртри пĕр çемье мăнукне качча панă чух çĕнĕ хăта валли наци çи-пуçне тĕрлеме хытă ыйтнăччĕ. Çĕр улми маттиклекенскер, канма кĕрсен те алла тĕрĕ тытаттăм. Вăхăт пулмасан та, пур пĕрех вĕçне çитертĕм, - хăпартланса калаçать Зоя Александровна.
Чăтăмпа кăмăл пулсан тĕллев пурнăçланатех. Ирина хĕрĕпе Ульяна мăнукĕ те, тĕрлес туртăмлăскерсем, унран ку ăсталăха вĕренчĕç.
Чăвашлăх уявĕсенче - тăван чĕлхе кунĕнче, акатуйра, çимĕкре, Ял кунĕнче - эпир çỹлерех асăннă маттур çыннăмăрсене (вĕсем тĕрлесе тăхăнтартнă вырăнти артистсене те) капăр наци тумĕпе куратпăр, юрри-ташшипе хĕмленетпĕр, выставкăсенче ал ĕç япалийĕсемпе çунатланатпăр. Ылтăн аллисем нихçан та ан ывăнччăр вĕсен.