Савăнсах ĕçленĕ эртелпе
ЖУРНАЛИСТСЕМ хаçат кăларнипе çеç вăхăта ирттермеççĕ, пушă вăхăтра республика тата район пĕлтерĕшлĕ ĕçсене те хастар хутшăнаççĕ.
Иртнĕ ĕмĕрĕн çитмĕлмĕш-сакăр вуннăмĕш çулĕсенче районта субботниксем ирттересси çирĕп йăлана кĕнĕччĕ. Вăрманта йывăçсем çулçă сарсанах витаминлă апат хатĕрлеме хушатчĕç. Кашни предприятипе организацие, учреждение парти райкомĕ задани çирĕплетсе панăччĕ. Çаплах çырма-çатра хĕрринче, çул аяккинче, вăрманти шурлăхлă вырăнта вĕлтĕрен, эрĕм, хăмăш çулса хамăра çирĕплетнĕ колхоза турттараттăмăр. Çак хыт-хураран тата йывăçăн çулçăллăтурачĕсенчен АВМ агрегатсем йышлă выльăх-чĕрлĕх валли витаминлă курăк çăнăхĕ хатĕрлетчĕç.
Çуркуннепе кĕркунне пурте йывăçсемпе тĕмсем лартма хутшăннă. Акă вăрман хуçалăхне каякан çул хĕррипе, тимĕр-бетон кĕперĕ икĕ енĕпе редакципе типографи ĕçченĕсем йывăçсем лартрĕç. Эртелпе кулса-шỹтлесе, сăвă каласа ĕçлеттĕмĕр.
Редакци коллективĕ ипподром йĕри-таврашне йывăçсем лартма та хастар хутшăнчĕ, Акатуя килсен халĕ хамăрăн ырă ĕç çине пăхса савăнатпăр.
Шăпах ипподромра йывăç лартнă чух çуралнăччĕ те пуçăмра çак йĕркесем:
Мишкина эс хуш кăна -
Кĕреçи вылять алра.
Салантай калать ăна:
- Кăшт канатпăр-и вара?
Мĕн пулнă Медведева?
Ывăннă-ши, шеремет?
Питĕ шел Михайлова,
Унăн та канас килет.
Ларса кантăмăр вара,
Мĕншĕн-ха ытла васкас?
Ĕçлеме субботникра
Пирĕн йыш ялан хавас!