Ĕçĕпе - мухтавлă, чунĕпе - пуян
Кама хисеплеççĕ ялта, районта? - Паллах, ĕçчен те ăш пиллĕ çынна. Çавăн йышшисенчен пĕри - Кивĕ Шăмăршăри Александр Ефремов. Сăмахăм - ун çинчен.
1977 çулхи апрелĕн 19-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ вăл. Амăшĕ Ольга Трофимовна, ашшĕ Николай Яковлевич - ĕç ветеранĕсем Сашăшăн пур енĕпе те çутă тĕслĕх вырăнĕнче пулнă. Александр Васан тата Шăмăршă вăтам шкулĕсенче вĕреннĕ чух çирĕп пĕлỹпе палăрнă.
Аслă классенче чухне И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ преподавателĕсем йĕркеленĕ «Пулас инженер шкулĕ» вĕренỹ курсĕ витĕр тухни çамрăка çак вĕренỹ заведенин радиоэлектроника факультетне кĕме çул уçнă. 1999 çулта, университетран «Радиотехника инженерĕ» специальноçпа вĕренсе тухать, ĕç биографине Палтиел телевышкинче инженер-радиотехникран пуçлать.
Çулталăкран Александр Ефремов Шăмăршă район администрацийĕн финанс пайне специалист-информационист пулса ĕçлеме куçать.
2013 çулта ĕç вырăнĕ улшăнать: Александр Николаевич ЧР «Чăваш Республикин пушара хирĕç кĕрешекен служби» хысна учрежденийĕн 42№ пушар хуралĕн 3-сменин караул начальникĕн тивĕçĕсене йышăнать. Ку хăрушă та яваплă ĕçре паянхи кунччен вăй хурать. Вунă çул хушшинче вуншар- вуншар çынна, çурт-йĕре вут-çулăм серепинчен хăтарнă вăл, çул-йĕр çинче мĕн чухлĕ инкеке сирмен-ши тата...
Таса чунпа ĕçленĕшĕн тата обществăлла ĕçе хастар хутшăннăшăн Александр Ефремов тĕрлĕ чыса тивĕçнĕ. Килти архивра çак наградăсем тирпейлĕн упранаççĕ: Шăмăршă район администрацийĕн, Чăваш Республикин Финанс министрĕн, Чăваш Енĕн Чрезвычайлă лару-тăрăвăн патшалăх комитечĕн «Чăваш Республикин пушара хирĕç кĕрешекен служби» хысна учрежденийĕн, ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн Тав хучĕсем, ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамоти. 2019 çулта Александр Николаевичăн сăнне районти Хисеп хăми çине кĕртнĕ. Хисеп ĕçпе килет çав.
Çемьере Александр Ефремов - шанчăклă мăшăр, юратнă атте. Мăшăрĕпе Наталья Дмитриевнăпа («Магнит» магазинта сутуçă- кассирта тăрăшать) пĕр çăвартан пурăнать. Савăнмалăх, ăрăва тăсмалăх тăватă ача вĕсен. Асли - Антон çак кунсенче Пермьри Наци гвардийĕн çарĕсен çар институтĕнчен вĕренсе тухать. Анна хĕрĕ - Шупашкарти пĕр организацин ăста çĕвĕçи. Коля кăçал Шăмăршă вăтам шкулĕн 2-класне вĕренсе пĕтерчĕ. Катя район центрĕнчи «Сказка» ача садне çỹрет. Ывăл-хĕрĕ йĕркелĕхпе те тирпейлĕхпе, ĕçченлĕхпе савăнтарать, юратнă çыннисем пек уçă кăмăллă, таса чунлă пулма ăнтăлать...