«Çулталăкри уйăхсем» скульптурăсем пирки
Пирĕн ентеш, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ Ф.И.Мадуров каланинчен:
«Манран час-часах Шăмăршă вăрманĕ хĕрринчи «Çулталăкри уйăхсем» скульптурăсен шăпи пирки ыйтаççĕ.
Çак композицие эпĕ 1976 çулта туса лартнăччĕ. Хăйĕн срокне тултарчĕ ĕнтĕ вăл. Хыртан тунăччĕ вĕсене, майĕпен юманпа улăштарса пымаллаччĕ, анчах май пулмарĕ. Хам вăйпа ик-виççĕшне улăштартăм, малалла ĕç каймарĕ. Халĕ эпĕ вĕсене списат туса хам вăйпа реставрацилерĕм те, «Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕнче вырнаçтартăмăр.
Хам çуралнă ялта - Баскакра - эпĕ Мадуров пĕр тăвансен музейне йĕркелесшĕн. Манăн Ваççили тете Королевпа пĕрле ĕçленĕ, ракета тăваканĕ пулнă: наука бюровĕн руководителĕ. Вилчĕ çав, нумаях пурăнаймарĕ.
Эпĕ чăн чăваш тĕнне ĕненетĕп. Пирĕн хамăрăн Киремет пур. Эпир çулталăкне тăватă хутчен чỹк ирттеретпĕр: Мăн кунра, августăн 6-9-мĕшĕсенче (1223 çулта чăваш-пăлхарсем «Така вăрçинче» Ылтăн Урта çарĕсене çапса çĕмĕрнине палăртса), ноябрĕн 5-мĕшĕнче «Кĕр сăри» тăватпăр; пĕтĕм тĕнчере Олимпиада ирттернĕ çул «Улăп вăййи» ирттеретпĕр».
Питех те шел, Федор Иванович Мадуров хăйĕн çутă ĕмĕчĕсене пурне те пурнăçа кĕртеймесĕрех пурнăçран уйрăлчĕ - кăçалхи февралĕн 20-мĕшĕнче пирĕн паллă ентешĕн чĕри тапма чарăннă. Апрелĕн 24-мĕшĕнче вăл 80 çул тултармаллаччĕ...