Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пăчăрлă Пашьел

Пăчăрлă Пашьел

"Туризм - романтика çеç мар..." проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

1635 çул пуçламăшĕнче Пăла юхан шывĕ хĕрринчи Пăлапуç Пашьел ялĕн хресченĕсем Хусан çар пуçĕ (воевода) И.П.Шереметьев ячĕпе хут янă (челобитная), унта вĕсем хăйсен ялĕ пысăклансах пыни, тырă акмалли тата утă çулмалли вырăнсем сахалли çинчен хытă пăшăрханнине пĕлтернĕ. Çав вăхăтрах хăйсен ялĕнчен çирĕм çухрăмра - Пасна тата Пăчăрлă çырмисен хĕрринче - усă курман çĕр нумаййине палăртнă.

Çĕнĕ çĕр ыйтакансем 13 хресчен пулнă. 1635 çулхи майăн 28-мĕшĕнче Хусан çар пуçĕ хресченсем патне сургуч пичетпе çирĕплетнĕ хурав янă. Ăна вырăслах илсе кăтартăпăр: «...На той пустоши на старых своих на 9 ясаках... жити, пашня пахати и сено косити, и всякия угодьи владети. Опричь бортных ухожаев и бобровых и иных зверей гонов, да им же сверх старых, ясаков платить три ясака».

Пăлапуç Пашьел ялĕнчен куçса килнĕ хресченсем Пăчăрлă Пашьел ялне йĕркелесе яракансем пулнă тесе шутламалла (В.Д.Дмитриев. «Чувашия в эпоху феодализма». Ст.307).

1795 çулхи ревизи (çырав) кăтартса панă тăрăх, Пăчăрлă Пашьелĕнчи 60 хуçалăхра 207 арçынпа 208 хĕрарăм пурăнни паллă.

1859 çулхи статистика списокĕнче Пăчăрлă Пашьелĕнче 98 хуçалăх пулнине, вĕсенче 367 арçынпа 379 хĕрарăм пурăннине кăтартнă.

1889 çулта ялта земство шкулĕ уçăлнă.

1898 çулта Пăчăрлă Пашьелĕнче фельдшер пункчĕ ĕçлеме пуçланă, ăна Пăва уесĕн Шатăршан вулăсĕнчи земство врачĕ пăхса тăнă. Кунта Шамккай, Çĕнĕ Эйпеç, Суйкăн, Пăчăрлă Пашьел, Асанкасси, Кивĕ Чукал, Вырăс Чукал, Пулмантăш, Варварино ялĕсенче пурăнакансене медицина пулăшăвĕ панă. Фельдшер пулма патша çарĕнче рота фельдшерĕ пулнă Г.Д.Дмитриева çирĕплетнĕ.

1904 çулхи октябрĕн 4-мĕшĕнче Пăчăрлă Пашьел халăхĕ пуху пуçтарса ялта чиркỹ уçас ыйтăва çĕкленĕ. Çак ыйту тăруках татăлман: 1913 çулхи сентябрĕн 9-мĕшĕнче тин Пăва уесĕнчи 3-мĕш округ благочиннăйĕ И.Ясницкий Турă Амăшĕн Хусанти турăшĕ ячĕллĕ çĕнĕ чиркĕве светит тунă. (Ульяновск облаçĕн патшалăх архивĕ (ГАУО). Ф-134, оп.8.Д.809.Л.74)



10 июня 2022
10:43
Поделиться