Наци проекчĕ хăнасене юратма вĕрентет
"Туризм - романтика çеç мар..." проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.
«ТУРИЗМ тата хăнасене йышăнассин индустрийĕ» Наци проектĕнче 2022 çулта çĕр-шывĕпе 31 миллион турист çула тухассине палăртнă. Вĕсене туризм отраслĕнчи 2,7 миллион çын кĕтсе илсе йышăнĕ. Турист кешбэкĕпе пурĕ 2400000 çын усă курĕ. «Турист кешбэкĕ» тени Раççей çĕр-шывĕ тăрăх турист çул çỹревне тухакансене патшалăх Программипе килĕшỹллĕн тăкаксен 20 процентне субсидипе тавăрса парассине пĕлтерет.
Çапла вара, кутамкка çак та хыçна - çула тух! Хамăр хаçатăн иртнĕ кăларăмĕсенче эпир «Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕнче туристсене йышăнма мĕнле хатĕрленни çинчен çырса кăтартнăччĕ. Паян эпир кỹршĕллĕ Тутарстанри Апас районне (вăл Елчĕк районĕпе чикĕленет) çитсе курăпăр, вĕсем туризм ĕçне мĕнле йĕркеленипе паллашăпăр.
Çак район витĕр Сĕве юхан шывĕ юхса выртать, хутăш вăрманта тĕрлĕ йывăç çитĕнет. Район администрацийĕ ялти туризма аталантарма ятарлă программа йышăннă.
«Пире паян килсе паянах каякан туристсем çеç мар, çĕр выртса темиçе кун пурăнакан туристсем ытларах кирлĕ, - терĕ пирĕнпе паллашнă чух регионти ял туризмĕн Ассоциацийĕн ертỹçи Руфия Мухамадеева. Сăмах май, вăл пирĕнпе кỹршĕллĕ Кивĕ Çĕпрел ялĕнче çуралса ỹснĕ, çавăнпа та эпĕ Шăмăршă районĕнчен иккенне пĕлсен савăнсах сăмахларĕ.
Тутарстанра «агротуризм» термин вăй илсе пырать кăна-ха. Кунта турист объекчĕсем тата ытти инфраструктура тăвас ĕç анлă сарăлнă.
Апас районĕн территорийĕнче регион пĕлтерĕшлĕ çут çанталăк палăкĕсем темиçе те, вĕсен ячĕсене вырăслах илсе кăтартăпăр: «Гран-Тау», «Местообитание хохлатки Маршалла», «Петров угол», «Старица Свияги» тата ытти те. Кусемсĕр пуçне, район центрĕнче «Геройсен аллейи», «Хĕрарăма - Аннене» палăк, Сара Садыкова юрăç тата композитор, Иван Золин контр-адмирал, РСФСР тата ТАССР халăх артисчĕ Фахри Насретдинов, РСФСР Аслă сучĕн председателĕ пулнă Александр Орлов палăкĕсем те пур.
Çак районта Совет Союзĕн тăватă Геройĕ - Дмитрий Горбунов, Салават Карымов, Андрей Кошкин тата Михаил Кузьмин, икĕ хут Социализмла Ĕç Геройĕ Владимир Садовников çуралса ỹснĕ.
Район территорийĕнче 51 мечĕт ĕçлет. Пире 4 музей ĕçлени те хытă интереслентерчĕ. Тутар тата вырăс чĕлхисемпе «Йолдыз» («Звезда») хаçат тухса тăрать. 2008 çулта Апасра «Апас хэберлэре» телекомпани ĕçлеме пуçланă.
Апас районĕнче 19 пин ытла çын пурăнать, çав шутра икĕ пысăк ялта - Тỹпек Чиркки тата Тапăр Чиркки ялĕсенче - чăвашсем.
Руфия Мухадеева каланă тăрăх, район территорийĕнче чул, тимĕр тата бронза ĕмĕрĕсенчи, çавăн пекех Ылтăн Уртапа Хусан ханстви вăхăтĕнчи 120 археологи палăкĕ пур. Вĕсене патшалăх хăйĕн хỹтлĕхне илнĕ.
Апасри краеведени музейĕ Красноармейски урамĕнчи 97-мĕш çуртра вырнаçнă. Унăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ - 433 тăваткал метр. Çуртра 7 экспозици залĕ, 1 выставка залĕ пур, вĕсенче 6,5 пин ытла экспонат упранать.
Тутаево ялĕнче Сара Садыкова юрăç тата композитор музейĕ ĕçлет, 2006 çулта ун валли ятарлă çурт лартнă.
Çапла вара, Апас районĕнче туристсене кăтартмалли нумай. Туризма пула хăнасем культурăпа, историпе, çут çанталăкпа интересленеççĕ, районти темиçе ялта туристсем валли вăхăтлăха пурăнмалли çуртсем йĕркеленĕ. Фермерсем туризм бизнесне уçни те - пирĕншĕн паха опыт.
Хамăр района илес пулсан, Тутарстанри туссенчен пĕрре те кая мар туристсене йышăнма майсем çителĕклĕ. Историпе археологи палăкĕсем пирĕн те пур, вĕсене кăтартма, вĕсем çинчен интереслĕ каласа пама çеç пĕлмелле.
Апасри турфирма штатĕнче 6 çын: директор, менеджер, бухгалтер, администратор, экскурсовод тата шофер. Бухгалтер çур ставкăпа ĕçлет. Турфирмăн автобус пур.
Пурнăç пире те турфирма йĕркелеме хистет, мĕншĕн тесен туризм вăл – романтика çеç мар, укçа-тенкĕ ĕçлесе тумалли çăл куç та. Шăмăршă тăрăхĕнчи пуян çут çанталăк, историшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăнсем пире Раççейри «Туризм тата хăнасене йышăнассин индустрийĕ» Наци проектне хастар хутшăнма хистеççĕ.
Кăларăма Иван САЛАНДАЕВ хатĕрленĕ.