Асанкассине вăратнă завод сасси...
"Туризм - романтика çеç мар..." проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.
АРХИВРИ документсем çирĕплетнĕ тăрăх, 1740-1754 çулсенче Чĕмпĕр купсисем - ашшĕпе ывăлĕ Ф.А. тата И.Ф.Маленковсем - Асанкассипе Пăчăрлă Пашьел ялĕсем хушшинче эрех завочĕ тытнă. Пасна çырми çинчи икĕ шыв арманĕнче двигатель вырнаçтарса электричество тунă, çакă эрех юхтарас ĕçе çăмăллатма май панă.
XVIII ĕмĕр варринче Тула хулинчи И.Е.Федоркин купса Асанкасси ялĕ çывăхĕнче тимĕр тăпри (руда) тупнă, унăн пуçĕнче Пасна çырми çинче тимĕр шăратакан завод тăвас шухăш çуралать. Шел, унăн ĕмĕтне И.А.Соловцов надворнăй советникпа унăн ывăлĕ, отставкăри капитан И.И.Соловцов пурнăçа кĕртме чăрмантараççĕ. Соловцовсем 1761 çулта Асанкассине килсе кунти хресченсенчен хăратса-улталаса вăрман хĕрринчи çĕрсене туртса илеççĕ.
Ашшĕпе ывăлĕ кунта тимĕр шăратакан пĕчĕк завод туса лартаççĕ. Завод çулталăкра 1 пин пăта яхăн тимĕр шăратса кăларнă.
1770 çулсенче завод ĕçлеме пăрахать. Тимĕр тăприн запасĕ кунта нумай пулин те, малашне завод лартас шухăшлисем тупăнман. (В.Д.Дмитриев. «История Чувашии XVIII в.Стр.237).
Кăларăма Иван САЛАНДАЕВ хатĕрленĕ.