Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Унта пăхсан - çỹп-çап купи, кунта пăхсан - хăрăк турат...

Унта пăхсан - çỹп-çап купи, кунта пăхсан - хăрăк турат...

Пĕр кунхине эпĕ машина çине лартăм та Шупашкара çул тытрăм. Ирех кайнипе çул пушă. Вĕçтерсе кăна пыратăн... Акă Шăмăршăран темиçе çухрăм иртсен сулахай енне пуçа пăртăм та, ик енчен картлашкапа хăпармалли «Телей» «кермен» курăнса кайрĕ. Тỹрех куç умне хамăн туй тухса тăчĕ...

Хитре, кăпăшка шурă кĕпе, çỹллĕ кĕлеллĕ туфли, сулахай алăра - чечек çыххи, сылтăмминче - мăшăрăн алли. Пуринчен те ытларах савăнăçлă, тин çеç чăмăртаннă çамрăк çемье...

...Картлашкапа утса çỹлелле хăпартăмăр. Ак кирлĕ тĕле те çитрĕмĕр. Аялалла пăхрăм та - мĕн чухлĕ çын тăрать! Пурте пирĕн çине тинкерсе пăхаççĕ. Кунта пирĕн тăвансем, тус-юлташ çеç мар, тепĕр туй та иккен. Часах, качча кайман хĕрсем пĕр ушкăна пухăнчĕç те тем кĕтме пуçларĕç. Ара, вĕсен те качча каясси килет иккен. Эпĕ чечек çыххине вĕсен енне ыйтса ярасса кĕтеççĕ...

Мĕн чухлĕ савăнăç, мĕн чухлĕ кулă янăрать!... Эпĕ аса илỹ туйăмĕнчен тухрăм. Мĕн пур-ха халь кунта - çамрăк мăшăрсем регистраци хыççăн чарăнакан вырăнта?!

Хăнасемшĕн тунсăхлакан кафе, унччен туса лартнă çĕнĕ çемьесем хăпармалли «Телей»«кермен» - кивелнĕскер, çỹп-çаппа тулнă кирпĕч беседкăсем. Никама та кирлĕ мар пулмалла çак вырăн. Пурте манса кайнă вырăн...

Çапла çав, пур япалана упрама пĕлместпĕр, кайран вара, Шăмăршă тăрăхĕнче çамрăксене илĕртме пултаракан вырăн çук тесе, Интернетра та кăмăлсăррине палăртатпăр, пĕр-пĕрин хушшинче те нăйкăшса çỹретпĕр. Юлашки вăхăтра мăшăрланакан çамрăксем те кунта килме пăрахрĕç. Алла кĕрепле, шăпăр тытса тирпей тăвасси пирки вара никам та шухăшламасть пулмалла.



27 мая 2022
15:32
Поделиться