Патшалăх кĕперĕ пирĕн те пулнă
"Культура еткерлĕхĕ - малашлăх уççи" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.
Пĕлетĕр-и, тусăмсем, пирĕн район витĕр ĕлĕкех Çĕр-шывăмăрăн сумлă çыннисем çỹренĕ. Çул çỹрекенсем Улатăр-Пăва çула çыхăнтаракан Патшалăх кĕперĕ (Государственный мост) урлă каçнă. Ăна хăй вăхăтĕнче Виçпỹрт Шăмăршăпа Куршанкă Шăхаль (Тутарстанри Çĕпрел районне кĕрет) хушшинче юхса выртакан Кĕçĕн Хырла шывĕ урлă австриецсем - тыткăна лекнĕ салтаксем - хывнă. Патшалăхшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ объекта тума хысна укçипе усă курнă.
Пысăк кĕпере тунă чух вырăнти çынсем строительсене шеллесе апат-çимĕç, тумтир панă. Йывăр ĕçе чăтаймасăр вилекенсем те пулнă. Вĕсене çавăнтах пытарнă. Кун пирки çулсем иртнĕçемĕн çиеле тухакан çын шăммисем çирĕплетеççĕ. Ватăсем каланă тăрăх, тыткăнри хăш-пĕр çын Шăмăрша пурăнма юлнă.
Кĕпере туса çитерсен ун урлă чиновниксем, çарсем каçса çỹреме пуçланă. Вăл ялсемпе хуласене çыхăнтарас ĕçре тĕп вырăнта тăнă. Кунтан апат-çимĕç, хĕç-пăшал турттарма меллĕ пулнă.
Паянхи куна Патшалăх кĕперĕн юлашкийĕсем - сăвай юписем çеç - тăрса юлнă. Апла пулин те, кĕперĕн ячĕ халăх асĕнчен тухмасть-ха.