Кĕпер те - район историйĕ
ЧĂВАШ ялĕсем пурте тенĕ пекех çырма-çатра хĕррине вырнаçнă. Тахçан, çур ĕмĕре яхăн каялла, эпĕ хамăр Шăмăршă районĕнче 77 çырма-çатра шутласа кăларнăччĕ. Унтанпа вĕсен шучĕ чакман ĕнтĕ. Пачах урăхла, тăпра эрозийĕ вăй илнĕ май пĕчĕк çырмасем те пулса кайрĕç.
Ялпа ял çумĕнче, урампа урам хушшинче пысăк тата пĕчĕк кĕперсем е каçăсем мĕн ĕлĕк-авалтан кирлĕ пулнă. Яланхи кĕперсем те, вăхăтлăха çеç тунисем те (вĕсене çурхи шыв-шур кĕрлесе иртнĕ хыççăн сарнă) халăхшăн ĕçленĕ. Аран-аран тытăнса тăракан кĕпер ял ятне янă, унтан та ытларах халăха пысăк нуша кỹнĕ. Çавăнпа та патша вăхăтĕнче те, совет саманинче те кĕпер тăвас ыйту яланах çивĕч тăнă, халĕ те çаплах.
Районта тимĕр-бетонран тунă пĕрремĕш кĕпер - Карапай Шăмăршăра. Ăна - 30 метр тăрăшшĕскере - 1975 çулта хута ячĕç. Çак кĕпере Киров ячĕллĕ колхоз председательне Петр Андреевич Петькова асăнмалăх палăк теме те пулать, мĕншĕн тесен Петр Андреевич тата колхозăн тĕп инженерĕ Анатолий Васильевич Порфирьев кĕпер тăвассишĕн чунтан тăрăшса ĕçленине халăх манман-ха. Шăтăк-путăклă, кашни çулах çĕмĕрĕлсе тарăхтаракан йывăç кĕпер вырăнне хулари пек илемлĕ те шанчăклă кĕпер çĕкленни ял тата район историйĕсене çырăнса юлнă.
Пашьел-Чукал тăрăхĕнче пурăнакансене вара ĕмĕрех Асанкасси кĕперĕ шанчăксăр пулни тарăхтарнă. 1927 çулта тунă йывăç кĕпер, мĕн чухлĕ сапласан-юсасан та, çĕрĕшсех пынă.Юлашкинчен вара, каçса çỹреме хăрушă тесе, кĕпере хупсах хунăччĕ.
Шăмăршăри сĕт-çу заводне каякан колхоз тракторĕсем (Чукалти «Волга», Кивĕ Чукалти «За коммунизм», Пăчăрлă Пашьелĕнчи «Аврора» колхозсем) вăхăтлăха тунă пĕве урлă каçса çỹретчĕç. Минерал удобренийĕ, çунтармалли-сĕрмелли материалсем, ытти груз турттарма та питĕ кансĕр пулнă.
Иртнĕ ĕмĕрĕн сакăр вуннăмĕш çулĕсенче район ертỹçисем Пасна урлă тимĕр-бетонран кĕпер хывма çирĕп тĕллев лартрĕç. Мускав тата Шупашкар пулăшнипе, 1982 çулта çак кĕпере хута яма май килчĕ.
Ас тăватăп-ха, тимĕр-бетонран тунă çĕнĕ кĕпере савăнăçлă лару-тăрура уçнă чух митинг йĕркелерĕç, Асанкасси çыннисем хаклă хăнасене çăкăр-тăварпа чысларĕç. Кĕпер уçма кỹршĕллĕ Тутарстанри Çĕпрел районĕнчен те хăнасем килнĕччĕ. Чăваш, вырăс, тутар юрри-кĕвви янăрарĕ Пасна хĕрринче, пурте пĕр саслăн çак кĕпере «Туслăх кĕперĕ» ят пама йышăнчĕç.
Парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ Иван Антонович Журавлев ыйтнипе, эпĕ те тин çеç пуçра çуралнă çак сăвва каларăм:
Ял çынни - ватти-вĕтти -
Килĕ-ха çак кун асна!
Савăнать Асанкасси,
Савăнать паян Пасна.
Ỹссе ларчĕ - чип-чипер -
Пасна урлă çĕн кĕпер!
Çĕнĕ кĕпер хута кайнă хыççăн Пашьел-Чукал тăрăхне марш- рутлă автобус çỹреме пуçларĕ. Кунсерен енчен-енне виçшер рейс тăватчĕ. Автобус Ульяновскран Чукала çити çỹренине паян ял çыннисем тăтăшах аса илеççĕ. «Вырăс Чукал-Шупашкар» маршрут та уçăлнăччĕ. Анат Чаткасра, Виçпỹрт Шăмăршăра, Патирекре тата ытти ялсенче тимĕр-бетонран кĕпер хывни те историре çырăнса юлнă.