Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Чуна хумхантарчĕ юлашки шăнкăрав

Чуна хумхантарчĕ юлашки шăнкăрав

Юлашки шăнкăрав - шкул пĕтерекеншĕн ачалăхран хăй тĕллĕн пурăнмалли тапхăра куçмалли чикĕ. Çак куна халĕ тăван шкулпа сыв пуллашма хатĕрленекен кашни çамрăк пысăк хумханупа кĕтет. Унсăр мĕнле пултăр-ха? Юратнă вĕрентекенсемпе, шанчăклă тус-юлашпа, иккĕмĕш тăван килпе уйрăлмалли самант та умрах.

Унччен яваплă тапхăр - патшалăхăн тĕп аттестацийĕ витĕр тухмалла. Вара... Пурнăçăн анлă çулĕ çине ярса пусмалла, чун туртăмĕпе суйланă професси енĕпе вĕренсе алла специальность илмелле, çĕр-шывăн аталанăвне тỹпе хывмалла...

Майăн 25-мĕшĕнче районти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсенче юлашки шăнкăрав янăрарĕ. 2021-2022-мĕш вĕренỹ çулне 1357 ача вĕçлерĕ. 9 класс пĕтерекенсем - 123-ĕн, 11 класран вĕренсе тухакансем - 48-ăн.

Юлашки шăнкăрав уявĕ ячĕпе иртнĕ линейкăсенче выпускниксем çирĕп пĕлỹпе воспитани панă вĕрентекенĕсене, ашшĕ-амăшĕпе тан класс ертỹçисене чĕререн тухакан ăшă сăмахсемпе тав турĕç, чечек çыххисем парнелерĕç, малашлăхра тăван шкул чысне çỹлте тытма шантарчĕç.

Шкултан вĕренсе тухакансене экзаменсене лайăх паллăсемпе тытма, çавна май вĕрентекенсен шанăçне тỹрре кăларма ырлăх-сывлăх, иксĕлми ăнăçупа хавхалану сунатпăр.



27 мая 2022
15:25
Поделиться