Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ĕçченлĕхпе ăсталăх пĕр тăван

Ĕçченлĕхпе ăсталăх пĕр тăван

"Культура еткерлĕхĕ - малашлăх уççи" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.
«Ĕçчен ал валли ĕç тупăнать», - теççĕ халăхра. Çак сăмахсен чăнлăхĕ Палтиелĕнче пурăнакан Алена Лукияновăпа тỹрремĕнех çыхăннă.

Ульяновск облаçĕнчен качча килнĕ Алена. Ашшĕн Леонид Геннадьевич Долговăн тăван ялĕнче Артур Лукияновпа пĕр çемье чăмăртанă.Халĕ 1-мĕш класра вĕренекен Арианăна, ача садне çỹрекен Настьăпа Антона воспитани парас енĕпе тимлет. Хуняшшĕпе Александр Федоровичпа хунямăшĕ Алевтина Николаевна пулăшнипе çамрăк мăшăр виçĕм çул çĕнĕ пỹрт çĕклерĕ, халĕ унта кĕме хатĕрленет.

Вырăсла калаçса ỹснĕскер, Алена чăвашла чиперех пуплеме хăнăхрĕ. Нимле ĕçрен те пăрăнмасть. Кил хушшинче, пахча-анкартинче тăрăшать. Чечек ỹстерме юратать. Ал ĕç енĕпе те ăста. Ывăл-хĕрĕ валли алса- чăлха, шарф çыхать.

Кăçалхи хĕлле вайбер социаллă сеть урлă «Искусственнăй ротанг» ушкăна кĕрсе хăйшĕн тепĕр киленỹ тупнă. Çак ушкăнта регистрациленсе, видео пăхса ротанг ятлă материалтан чечек савăчĕ - кашпо - явса çыхма (плетение) вĕреннĕ.

- Малтанласа Ульяновск хулинче электричество пралукне аса илтерекен ротанг (вăл çурма çаврака) туянтăмăр. Пластмасс савăт-сапа (витре, таз, тарăн тирĕк) янтăларăмăр, вĕсем çаврака та тăваткал. Хĕррисемпе тĕпне хĕртнĕ пăшатанпа шăтăкларăмăр, - ротанга витĕрме кирлĕ-çке. Унтан вара тĕп ĕç - явса çыхасси пуçланчĕ, - каласа парать вăтăрти хĕрарăм.

Искусствăлла майпа ротанг явасси-çыхасси хур кунтăкне авнинех аса илтерет. Материалĕ çеç расна. Паллах, тимлĕх, алă вăйĕ кирлĕ. Чăтăмлă та пулмалла ăстан. Унсăрăн мĕнле пултăр-ха? Пуçланă ĕçе вĕçне çитерес тесе Алена Леонидовнăпа аслă хĕрĕ çур çĕрччен ларни те пулать. Ывăннă пулин те, тунă ĕç - хатĕр кашпо çине пăхма мĕн тери кăмăллă-çке! Пирвайхи кашпона хăйне тăван амăшĕ пек çывăх йышăннă хунямăшне парнелерĕ çамрăк кин. Ариана та, амăшĕн тĕслĕхĕпе, асламăшне хăй ăсталанă пĕрремĕш чечек савăтне парне вырăнне кỹчĕ. Сăмах май, виçĕ ачи те пулăшать Алена Леонидовнăна. Пĕчĕкскерсем ăнланаççĕ: вĕсен тус-тăванне, кỹршĕ-аршине асăнмалăх памашкăн ытлă-çитлĕ кашпо хатĕрлемелле. Тата çĕнĕ пỹрт крыльципе террасăна хỹхĕм чечексемпе илемлетмелле. Чечексене хатĕр кашпосене куçарса лартма пуçланă та ĕнтĕ.

Çапла, кăмăл туртăмĕ пулсан, алăра ĕç вĕресен пурнăç илемне туймалăх, çынна савăнтармалăх темле ăсталăхпа та туслашма пулать.



27 мая 2022
15:18
Поделиться