Анжелина Малеева: «Музей ĕçĕ - пурнăçăм тĕллевĕ»
"Культура еткерлĕхĕ - малашлăх уççи" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.
Кашни ялăн хăйĕн историйĕ, хăйĕн культурипе йăли-йĕрки пур. Вĕсене упрасси, ăруран-ăрăва çитересси – пирĕн таса тивĕçĕмĕр. Аваллăх паллисене мăнукăмăрсем валли упраса хăварма мехел çитертĕмĕр пулсан хамăр пирки, чăн та, усăсăр пурăнман теме пултаратпăр.
Кивĕ Чукал çыннисене ку енĕпе ăмсанмаллипех ăмсанатпăр эпир. Ял кун-çулĕ, ентешĕсен мухтавлă ĕçĕ-хĕлĕпе паттăрлăхĕ, асаттемĕрсен йăли-йĕркине уçса пама пулăшакан ĕлĕкхи япаласем т.ыт. те кунти историпе тăван тавралăх (краеведени) музейĕ урлă куç умне тухса тăраççĕ.
Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп (маларах - вăтам) шкул çуртĕнче вырнаçнă музейра уçă урок, класс тулашĕнчи мероприяти ирттересси, вĕренекенсемпе тата сумлă хăнасемпе экскурси йĕркелесси - яланхи пулăм. Тĕрлĕ çулсенчи хаклă документран, аваллăха сăнлакан экспонатран пуян ку музей. Ун йĕркелỹçи тата ертỹçи - пăрчăкан пек ларма-тăма пĕлмен, пуçланă ĕçе вĕçне çитермесĕр те лăпланайман вĕри чĕреллĕ Анжелина Малеева, маларах ачасене математика вĕрентнĕскер, ĕç ветеранĕ. Патăрьел районĕнчи Анат Тăрмăшра çуралса çунат сарнăскер, Шăмăршă районĕшĕн вышкайсăр пысăк пĕлтерĕшлĕ, сăваплă ĕç турĕ, тăвать те Анжелина Ивановна.
Çитĕнекен ăрăва пĕчĕк тăван çĕр-шыва хаклама тата уншăн тăрăшма вĕрентес, халăхăмăрăн историне асра хăварас, патриотизмпа гражданлăх туйăмĕсене аталантарас тĕллевпе уçма шутланă вăл музее. 1995 çулхи майăн 9-мĕшĕнче, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 50 çул çитнине паллă тунă кун, пĕчĕк пỹлĕмрен «чĕртсе» тăратнă музее. 5-11 классенче вĕренекенсемпе пĕрле килрен-киле çỹресе, пĕрчĕн-пĕрчĕн, материал пухнă А.Малеева. Ял историйĕпе (аваллăхран паянхи кунччен) топонимикине (географи вырăнĕсен ячĕсене) тĕпченĕ, революцичченхи ял сăн-сăпатне сăнлакан культурăпа кил-çурт таврашĕн япалисене (тумтир, савăт-сапа, ĕç хатĕрĕсем) вырнаçтарнă.
Халĕ икĕ пỹлĕм йышăнакан музейра çак экспозици пайĕсем пур: этнографи, революцичченхи, ун хыççăнхи тата паянхи ял, вĕренỹ кĕтесĕ, нумизматика (авалхи укçасемпе медальсен историйĕ), çамрăк таврапĕлỹçĕсен тĕпчев ĕçĕсем, çут çанталăк катаклизмĕсем.
Этнографи пайĕ уйрăмах хытă кăсăклантарать. Акă ачасем хăйсем чавса тупнă тăм савăт-сапа. Пир станĕ, хултăрчă, писмен, килĕ... Каласа пĕтереймĕн экспонатсен ячĕсене. Йывăçран, çăка хуппинчен, хăва хуллинчен ăсталанă япала таранах пур. 19-20 ĕмĕрти чăвашсен çипуçĕ те упранать. Ачасем хăйсем ăсталанă тухья-хушпу та илĕртỹллĕ.
Çут çанталăк катаклизмĕсен пайĕ тăрăх вара 1972 çулхи шăрăх çулла - Чукал лесничествинче пушар пулнипе, 1978-мĕшпе 2010-мĕш çулсем - шартлама хĕл, 2007 çулхи май-июнь - вăйлă çил-тăвăлпа пăрлă çумăр илсе килнипе халăх хуçалăхне сиен кỹнине пĕлме пулать.
Историе илес пулсан, граждан, финн, Аслă Аттелĕх, афган, чечен вăрçине хутшăннисем, тыл ĕçченĕсем çинчен пухнă материала ылтăн-кĕмĕл те улăштараймасть. Мĕн чухлĕ тĕлĕнмелли, мăнаçланмалли кунта!
Ял Совечĕн, медпунктăн, шкулăн, «Петушок» ача сачĕн, ял суту-илĕвĕн историне ăнлантаракан ĕç хучĕсем те сахал мар. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ Егор Карзанова, Чăваш халăх юрăçине Мефодий Денисова, Раççей Геройне Олег Долгова, тĕнче шайĕнчи ăмăртусенче нумай хутчен çĕнтернĕ çăмăл атлета - СССР спорчĕн мастерне Николай Чамеева тата вуншар паллă ентеше халалланă кĕтеспе экспозици патĕнчен часах хăпаймăн. Кунтах - вĕсен несĕл йывăççисен схемисем, усă курнă япалисем, тумтирĕ, çырăвĕсем, сăн ỹкерчĕкĕсем, вĕсене халалланă альбомсем, тĕпчев ĕçĕсем (район тата республика шайĕнче палăрнисем)... Ĕнентерỹллĕ те, курăмлă та!
Чи тĕлĕнмелли - Кивĕ Чукал ял тăрăхĕн гербĕпе ялавĕ. Авторĕ - Анжелина Малеева хăех! Кăмăлĕ туртнипе, чунĕ хушнипе, тĕрлĕ чăрмава çĕнтерсе атрибутикăна «пурнăç» пама хăват çитерчĕ хăюллă, малашлăха шанчăклăн пăхакан çыннăмăр. 2010 çулхи январĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа ял тăрăхĕнчи кашни уявпа пулăм гербпа, ялавпа мăнаçланать. Сăмах май, ЧР Хисеплĕ таврапĕлỹçи А.Малеева пуçарнипе районăн ытти ял тăрăхĕсен гербĕсемпе ялавĕсене те туса çитерчĕç.
Палăртма кăмăллă, Анжелина Ивановна, шкул ачисемпе ĕçтешĕсене çутă тĕслĕх кăтартса, Шăмăршă район энциклопедине (2018ç.) хатĕрлес ĕçе те пысăк тỹпе хыврĕ. Ырă ĕç - тĕслĕх илмелĕх!
... 2022 çул Раççей халăхĕсен культура еткерлĕхĕн тата Чăваш Республикинчи мухтавлă ентешсен çулталăкĕ пулнă май, А.Малеева Кивĕ Чукалăн историпе тăван тавралăх музейне пуянлатассишĕн çан тавăрса ĕçлет: музей Канашĕпе ĕç-пуçа тишкерет, шкул ачисемпе ял çыннисене тĕпчеве явăçтарать, экспонат-материал пухать, çепĕç те сăнарлă чĕлхипе ăнлантарса экскурси йĕркелет. Çитмĕл урлă каçнă хĕрарăм ял историйĕпе аталанăвне асра хăвармалăх, пăхса-вуласа савăнмалăх, килес ĕмĕре çитермелĕх сăваплăран та сăваплă ĕç тăвать. Пархатарлă ĕçĕн вĕçĕ те çук.