Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Вулакансем валли - викторина

Вулакансем валли - викторина

ХАКЛĂ вулаканăмăрсем, «Шăмăршă хыпарĕ» хаçатăн çывăх тусĕсем!

Район хаçачĕ 90 çул тултарнине кĕтсе илме хатĕрленнĕ май, эпир сирĕн валли викторина йĕркелес терĕмĕр. Унта пурĕ те виçĕ ыйту çеç:

1. Район хаçачĕ тĕрлĕ çулсенче мĕнле ятпа тухса тăнă?

2. «Шăмăршă хыпарĕ» ята хаçат хăçан илнĕ?

3. Район хаçатĕнче ĕçленĕ миçе журналист «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ? Хушамачĕсене асăнăр. Викторинăна хаçатăн çитес номерĕнче пĕтĕмлететпĕр. Çĕнтерỹçе пичет ветеранĕ Иван Саландаев хăй ятĕнчен журналист блокнотне парнелет.

Пĕрле пулар, туслă пурăнар, тăванăмăрсем! «Шăмăршă хыпарĕ» хаçата кăçалхи иккĕмĕш çур çул валли çырăнса илме те манар мар!

Район хаçачĕн юбилейĕпе çыхăннă викторинăсем малашне те пулĕç.

Редакци.



20 мая 2022
10:36
Поделиться