Шыв управĕсен юсавлăхĕ - вут-çулăма сỹнтермелли шанчăклă тĕрек
Шыв - вут-çулăма сỹнтермелли чи меллĕ те вырăнлă çут çанталăк материалĕ. Пушара сỹнтерессине йĕркелессинче шывпа тивĕçтермелли оборудованисене юсавлă тытни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вут-кăвартан упранасси тата ăна сỹнтересси пушар хăрушсăрлăхĕн тĕллевĕпе вырнаçтарнă шыв системисене шывпа тивĕçтернинчен, вĕсен юсавлăхĕнчен тата лайăх ĕçлеттернинчен нумай килет.
Пушар вăхăтĕнче шывпа тивĕçтермелли уçă вырăнсене (пушар гидранчĕсене, чавса тунă шыв управĕсене, пĕвесене, кỹлĕсене, юхан шывсене) Шăмăршă районĕнче çулталăкне икĕ хутчен - çуркунне тата кĕркунне - тĕрĕслетпĕр. Тĕрĕслев комиссийĕн йышĕнче организацисемпе учрежденисен ертỹçисен е хăй тытăмлăх органĕсен представителĕсен пулмалла, мĕншĕн тесен пушар вăхăтĕнче шыв илмелли вырăнсем вĕсен балансĕ çинче тăраççĕ. Çавăн пекех патшалăхăн пушар хăрушсăрлăхĕн службин ĕçченĕсем те çак тĕрĕслеве хутшăнаççĕ.
Тĕрĕслев вăхăтĕнче шыв упранакан вырăнсем патне пымалли çул-йĕр тата кăтарту хатĕрĕсем пуррине, пушар вăхăтĕнче шывпа тивĕçтермелли уçă вырăнсен тăрăмне пăхса тухатпăр. Тĕрĕслев хыççăн акт çыратпăр, çитменлĕхсене тата вĕсене пĕтермелли вăхăта палăртатпăр.
Хальхи вăхăтра район территорийĕнче çакăн йышши тĕрĕслев пырать, вăл майăн 27-мĕшĕнче вĕçленет.
В.Масленников,
Шăмăршăри 42№ пушар хуралĕн начальникĕн çумĕ.