Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Сасăлама ĕлкĕрер!

Сасăлама ĕлкĕрер!

Федераци шайĕнче пурнăçланакан «Хăтлă хула хутлăхĕ» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн районта пурăнакансен Шăмăршăри Советски урамĕнчи обществăлла территорие хăтлăх кĕртессин иккĕмĕш тапхăрĕшĕн е нумай функциллĕ ача-пăча площадкине тăвассишĕн сасăлама май пур. Çынсене сасăлама хутшăнма явăçтарас тата çак мероприятин пĕлтерĕшĕ пирки ăнлантарса парас ĕçре волонтерсем пысăк пулăшу кỹреççĕ. Шăмăршă районĕнче çак ĕçпе 34 волонтер тимлет. Çавăн пeкex онлайн-сасăлава тата «Госуслуги» сайтра хутшăнма пулать.



20 мая 2022
10:32
Поделиться