Музейра - халăхăмăрăн еткерлĕхĕ
Музей халăхăн кун-çулне, йăли-йĕркине, культурине, историре палăрнă паллă çынсен ячĕсене ĕмĕрлĕхе асра хăварассинче, вĕсене килес ăрусем патне çитерессинче тĕп вырăн йышăнать. Вăл несĕлĕмĕрсемпе пулас кĕçĕн мăнуксене çыхăнтарать.
Çакна шута илсе ĕнтĕ «Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул» муниципаллă бюджет вĕренỹ учрежденийĕнче шкул историйĕн музейне йĕркеленĕ. Музей ĕçне чĕртсе тăратакансем - Иван Соргинпа (шел, пирĕн хушăмăрта çук ĕнтĕ вăл) Валентина Урахова педагогика ĕçĕн ветеранĕсем.
Халĕ музей ĕç-хĕлне пĕтĕм чун туртăмĕпе Галина Кудрявцева вĕрентекен йĕркелесе тăрать. Шкулăн пуян историне кунта вăй хунă вĕрентекенсене, паллă выпускниксене, тĕрлĕ вăрçă паттăрĕсемпе çар çыннисене халалланă кĕтессемпестендсем, хаклă документсемпе сăн ỹкерчĕксем уçса параççĕ.
Музейра çарпа патриотизм тематикипе çыхăннă уроксемпе класс сехечĕсем, калаçусем, паллă çынсемпе асран кайми тĕл пулусем иртеççĕ.
Экспонатсем те нумайлансах пыраççĕ. 2022 çул - Раççей халăхĕсен культура еткерлĕхĕн çулталăкĕ, Чăваш Республикинчи мухтавлă ентешĕмĕрсен çулталăкĕ пулнă май экскурсире пулакансен хисепĕ те ỹссех пырать.
Сăмах май, районти музейсен йĕркелỹçисене, кунта вăй хуракансене Пĕтĕм тĕнчери музейсен кунĕ ячĕпе хĕрỹллĕн саламлатпăр, ырлăх-сывлăх, иксĕлми хавхаланупа ăнăçу сунатпăр. Халăхăмăршăн тăвакан ĕçĕр яланах усăллă пултăрччĕ, килес ăрусем патне ун пархатарĕ çиттĕрччĕ...