Улмаллă - улмуççиллĕ ял
"Туризм - романтика çеç мар..." проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.
ЧĔМПĔР округ сучĕн архивĕнче упраннă документсем тăрăх, патша çарĕнче палăрнă И.И.Чуфаров майор Кишенский генерал-майортан 1803 çулхи июлĕн 9-мĕшĕнче Улмаллă ялĕнче имение сутăн илни паллă.
1859 çулхи çырав Улмаллăри 34 килĕре 142 арçынпа 134 хĕрарăм пурăннине кăтартнă.
1867 çулхи февралĕн 19-мĕшĕнче, II Александр патша Манифесчĕпе хресченсене крепостла правăран хăтарнă.
1900 çулта Улмаллă ялĕ Аслă Чĕлĕм чиркĕвĕн прихутне кĕнĕ, ун чух 72 килĕре 199 арçынпа 213 хĕрарăм пурăнни çинчен çырса хăварнă.
1906 çулта Улмаллă хресченĕсем пăлхав çĕкленĕ, июнĕн 19-мĕшĕнчи çĕрле К.Виноградов çĕр улпучĕн çурт-йĕрне çĕмĕрсе тăкнă. Çавăн пекех вĕсем темиçе лавпа кĕлетри тырра тиесе кайнă, выльăх витине вут тĕртсе çунтарнă. Хресченсен пăлхавне пусарма Пăваран Саблуков исправник 30 çынран тăракан стражниксен отрячĕпе килсе çитнĕ. Темиçе хресчене тытса кайса Пăва тĕрмине хупнă.
Пăлхав К.Виноградов улпут хресченсене улталанипе - саккунпа пăхнă 241 теçеттин вырăнне 320 теçеттин çĕрпе усă курнипе - çыхăннă. Улпут хресченсенчен ултавпа илнĕ çĕре тавăрса пама килĕшмен.