Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Слава - мухтав паççулкки

Слава - мухтав паççулкки

"Туризм - романтика çеç мар..." проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

Пирĕн районта тахçан Слава паççулкки те пулнă теççĕ. Тĕрĕс-ши çакă?

Н.МАНДРЮКОВ.
Кивĕ Чукал ялĕ.

ЧĂН АХ ТА, пулнă çакăн пек паççулккă та. Вăл 1948 çулта йĕркеленнĕ. Çак паççулккă район центрĕнчен - 22 çухрăмра, Анат Чаткас ялĕнчен 5 çухрăмра вырнаçнă пулнă. Пĕчĕк ял çыннисем «Слава» колхоз йĕркеленĕ. Малтан паççулккă - Пуянкасси ял Советне, 1949 çултан вара Анат Чаткас ял Советне кĕнĕ.

Пĕчĕк тата малашлăхсăр ялсене пĕтерсе çыннисене урăх вырăна куçармалли пирки йышăну тухсан Слава паççулкки те саланать. Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн 1968 çулхи апрелĕн 25-мĕшĕнчи Йышăнăвĕпе паççулккана ялсен шутĕнчен кăларса пăрахаççĕ. Паççулккăри 113 çын - çĕр-шыври урăх вырăнсене, питĕ пысăк пайĕ Тюмень облаçне кайса çурт-йĕр çавăрнă.



13 мая 2022
09:29
Поделиться