Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Шамккайра вырăссем те пурăннă

Шамккайра вырăссем те пурăннă

"Туризм - романтика çеç мар..." проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

1839-1841 Çулсенче Чĕмпĕр удельни кантурĕн ведомстви удельни хресченĕсем пурăнакан Шамккай, Шăмăршă, Анат Чаткас тата Палтиел ялĕсенче училищĕсем уçма, вĕсем валли ятарлă çуртсем тума йышăннă. Училищĕсене 8-12 çулсенчи арçын ачасене вĕренме илнĕ. Учитель пулма прихут пачăшкисене çирĕплетнĕ, 1852 çултан пуçласа ялти удельни училищине Мухтав хучĕпе пĕтернисене те учителе пулăшаканĕ пулма ĕçе илнĕ.

1866 çулта, удельни ялĕсенчи реформа хыççăн, училищĕсене Пăва уесĕнчи училище канашĕн аллине панă.

1857 çулта Департамент председателĕн приказĕпе Чĕмпĕр удельни именийĕн пысăк ялĕсенче 20-шер хĕр ача вĕренмелĕх шкулсем уçнă. Хĕр ачасен шкулĕсем Шамккай, Анат Чаткас, Палтиел, Хайпăла тата Шăмăршă ялĕсенче те ĕçлеме пуçланă. Вĕсене 11-12 çулсенчи хĕр ачасене вĕренме илнĕ. Шкулта чиркỹ кĕнекисене тата ал çырăвĕсене вулама, тĕн историне, таса çырма, шутлама вĕрентнĕ.

ххх

1918 ÇУЛТА Шамккай тата Шăмăршă вулăсĕсенче хресчен депутачĕсен вулăс тата ял Совечĕсем туса хунă.

Шамккай вулăсĕнчи вунă ялта 9952 çын пурăнни, вĕсем 1675 лаша, 1548 ĕне, 259 сысна усрани паллă. Кĕлетсенче 31910 пăт ыраш, 31063 пăт çурхи культурăсем упраннă. Выçăпа аптăрас мар тесен, хресченсене сахалтан та 109028 пăт ырашпа 55132 пăт çурхи культурăсем кирлĕ пулнă.

1920 çулхи июлĕн 28-мĕшĕнче Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Пăва уесне кĕнĕ Шамккай вулăсне Чăваш Автономи облаçĕн Çĕрпỹ уесне парасси çинчен калакан пару-илỹ акчĕ çине алă пуснă. Шамккай вулăсĕнче ун чух - 10922 çын, çав шутра Шамккайра - 26 вырăспа 1262 ирçе, Вырăс Чукалĕнче - 979 вырăспа 1 чăваш, Кивĕ Чукалта - 75 вырăспа 1225 чăваш, Пăчăрлă Пашьелĕнче 28 вырăспа 1692 чăваш, Асанкасси ялĕнче - 1104 чăвашпа 70 тутар, Улмаллăра - 533 вырăс, Никишинăра 724 вырăс пурăннă.

Вулăс территорийĕнче 15 çил арманĕ, 5 шыв арманĕ, çу çапакан 3 установка, сăмала юхтаракан - 45, лаша урапин кустăрмисене тăвакан - 2, сурăх тирне ĕçе кĕртекен - 96, çăпата тăвакан 38 артель ĕçленĕ. Хресченсен аллинче сухалакан 7590 теçеттин акăнакан çĕр, 542 теçеттин улăх-çаран пулнă.

Шамккай вулăсĕнчи Пăчăрлă Пашьел ялĕнче больница ĕçленĕ, унта 3 фельдшерпа 1 акушерка тăрăшнă.



13 мая 2022
09:26
Поделиться