Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ĕмĕтре - виçĕ хутли... Хальлĕхе йывăç çуртра та - çăтмах!

Ĕмĕтре - виçĕ хутли... Хальлĕхе йывăç çуртра та - çăтмах!

"Туризм - романтика çеç мар..." проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

ТУРИЗМА аталантармалли программăпа килĕшỹллĕн, çывăх çулсенче Баскак паççулккинче виçĕ хутлă эко-гостиница тума палăртнă.

Çук, ку пĕрре те шỹтлесе калани мар: пирĕн тăрăх туристсем валли çав тери илемлĕ пулнине Мускав та ăнланса илнĕ. «Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕ малашне Раççейри чи илемлĕ вырăнсенчен пĕри пулмалла.

Проектпа смета документацине хатĕрлес ĕç пуçланнă та ĕнтĕ. Строительствăри мĕн пур вăрттăнлăха уçса памăпăр - асаттесем тытман упа тирне сỹме хушманнине асра тытар. Çакна çеç калар: хăна çурчĕн комплексĕн пĕтĕмĕшле хакĕ 50 миллион тенкĕрен кая лармĕ. «Мускавшăн çак укçа нумай-и вăл?» - тейĕç хăшĕсем. Бюджет укçи питĕ шутлă пулнине, çиччĕ виçсе пĕрре касма тивнине манар мар.

Туризма аталантарас тесен, районта тирпей-илем енĕпе çав тери нумай ĕçлемелле. Шăтăк-путăк çулсемпе, çỹп-çап тăкса тултарнă çырмасемпе, хыт-хура çеç ашкăрса ỹсекен пушă çуртсен пахчисемпе эпир туристсене илĕртме пултарăпăр-ши?

Тирпей тума чăн малтан район центрĕнчен пуçламалла. Кунта урамсене шăлса-тасатса тухни çеç çителĕксĕр. Туристсене кăтартмалли, вĕсен умĕнче мухтанмалли мĕн пур?

Темиçе çул каялла эпĕ хамăр хаçатра Хырла çырми çинче шыв арманĕ тума сĕнсе статья çырнăччĕ. Ун чух журналист сĕнĕвне пуçлăхсем кулса çеç йышăнчĕç. Ман шутпа, шыв арманĕ тусан туристсем эртелĕ-эртелĕпе капланса килĕччĕç. Ан тив, çăнăх ан авăрттăр вăл, ваттисем каланă пек «хурми» çеç пултăр. Шăмăрша пырса кĕнĕ çĕрте шыв арманĕ ларсан, юнашарах туристсене тата ăçта-ăçта çитсе курма май пуррине ăнлантарса çырнă пĕлтерỹ вырнаçтарсан питех те лайăх пулмалла.

Вăхăтсăр çĕре кĕнĕ паллă ентешĕмĕр Федор Мадуров скульптор Шăмăршă вăрманĕ хĕрринче çил арманĕ туса лартма та ĕмĕтленетчĕ. Унăн ырă ĕçĕсене малалла тăсакан çын тупăнĕ-ши? Çăнăхĕшĕн мар, хăнасене кăтартма, туристсене илĕртме кирлĕ аваллăха аса илтерекен армансем. Маçтăрсем вилсе пĕтнĕ темелле мар, пирĕнпе кỹршĕллĕ Тутарстанри Пăва тăрăхĕнче, çавăн пекех хамăр республикăра та çил арманĕсем туни çинчен пĕлетпĕр. Эпир вара киввисене çунтарма-çĕмĕрме çеç «ăста», пулас ăрусем валли курса савăнма нимĕн те хăвармастпăр. Историксем çирĕплетнĕ тăрăх, иртнĕ ĕмĕрĕн çирĕммĕш çулĕсенче Ярăслав ялĕ çумĕнче Юсуп Камалетдиновпа Зясиалетдин Аюпов, Хайпăла ялĕ çумĕнче Абдрахман Аюповпа Иван Андреев, Çĕнĕ Тăрăн ялĕ çумĕнче Михаил Сергеев, Палтиел ялĕ çумĕнче Айзетулла Реимов шыв арманĕсене ĕçлеттернĕ.

Çил арманĕсем вара район территорийĕнче 51(!) пулнă. Чаткасра кăна 10 арман çуначĕ сем çаврăннă (хуçисем - Михаил Тихонов, Яков Мартынов, Николай Еремеев, Семен Леонтьев, Максим Андреев, Павел Степанов, Сабир Сыргаев, Егор Воробьев, Арлий Степанов тата Тихон Чумаков). Ярăславра Филипп Петров, Гавриил Лукиянов, Василий Кузнецов çил арманĕсем тытнă. Энтĕрьелĕнче - Александр Любимовăн, Виçпỹрт Шăмăршăра - Петр Дмитриевăн, Лискав Измайловăн, Илендий Ухтияровăн, Васанта Ефрем Митрофановăн çил арманĕсем халăха çăнăхпа тивĕçтернĕ.

Пулнă вĕт-ха пирĕн тăрăхра чăн-чăн ăстасем, Шăмăршă тăрăхĕн ятне-сумне çĕклекенсем! Пирĕн платниксем хамăр патăмăрта çеç мар, Тутарстанра, Чĕмпĕр тăрăхĕнче, Мордва енче çил арманĕсем тăва-тăва лартнă. Хам çуралса ỹснĕ Упири икĕ армана Палтиел тутарĕсем тунине, çывăхри Хурăнвар арманне виçпỹртсем ăсталанине вырăнти халăх халĕ те аса илет.

СТАТЬЯНА хăна çурчĕ пирки тин илтнĕ çĕнĕ хыпартан пуçларăмăр пулсан, туристсене йышăнма «Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕ мĕнле хатĕрленнине те каласа хăварар.

Акă Интернета вырнаçтарнă пĕлтерỹ: çĕр выртмалли вырăн таçта шырамалла мар, Баскак лесничестви 6 çын валли турист çурчĕ туса лартнă. Илемлĕ йывăç пỹрте электричество кĕртнĕ, апат пĕçерсе çиме, чей вĕретме электроплитка пур. Ĕçмелли шыва çывăхри çăл куçран ăсса илме пулать. Баскак лесничествин телефонĕ: 8(83546) 2-78-05.

Часах çут çанталăк чĕрĕлет, тĕттĕм вăрман ешĕл тум тир тăхăнать, ăçта пăхнă - унта чечек куçа илĕртет. Çак илемпе киленме, шăпчăксен концертне итлеме килĕрех, тусăмăрсем!

Мĕнле туристăн чăваш мунчинче çăвăнса хурăн е юман милĕкĕпе чун каниччен çапăнасси килмĕ-ха? «Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕн Баскак лесничествинчи «Великий» картунта турист çурчĕ çумĕнче чăваш мунчи пур, унта харăсах улттăн çăвăнма пулать. Çăвăнса тасалнă хыççăн уçă беседкăра шăкăл-шăкăл калаçса ларма, вăрман курăкĕсенчен хатĕрленĕ техĕмлĕ чей ĕçсе ăша кантарма питех те аван.

Енчен те шашлăк хатĕрлес е пулă шỹрпи пĕçерес тетĕр пулсан (пуллине çывăхри çырмара тытма юрать), тархасшăн! Мангал та, хуран та, чашăк-çăпала та, кăвайт чĕртмелли ятарлă вырăн та пур.

Мунча кĕтĕм вăрманта,
Хурăн милĕкĕпеле.
Пулă шỹрпи - хуранта,
Эх, аван та-çке епле!



13 мая 2022
09:23
Поделиться