Снаряд ванчăкĕ учителе вĕлернĕ
ИРТНĔ ĕмĕрĕн çитмĕлмĕш çулĕсенче вăрман варринчи Баскак паççулккинчи пуçламăш шкулта (çирĕм ытла ача вĕреннĕ) «Вĕсем Тăван çĕр-шыва хỹтĕленĕ» ятпа фотостенд йĕркеленĕччĕ, унта фронтра çапăçнă учительсен сăн ỹкерчĕкĕсене те вырнаçтарнăччĕ.
Çак темиçе паттăр хушшинче эпĕ Петр Николаев аслă лейтенант кун-çулĕпе уйрăмах интереслентĕм. Сăн ỹкерчĕкрен ăшшăн кулса пăхакан çап-çамрăк офицер кăкăрĕ çинче икĕ орден тата темиçе медаль пурччĕ.
Петр Александрович Николаев 1923 çулта хамăр районти Асанкасси ялĕнче çуралнă. 1941 çулта - Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçланнă çул - Шăмăршăри вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Тепĕр темиçе уйăхран çамрăк качча фронта илеççĕ. Çар артиллерийĕн училищинче вĕренсе аслă лейтенант пулса тăрать. Фронтра 76 миллиметрлă тупă батарейин командирĕ Смоленск хулинчен пуçласа Германие çитичченех фашистсене çĕмĕрет. Тăван çĕр-шыв Петр Николаевăн паттăрлăхне II степень Аттелĕх вăрçин орденĕпе тата Хĕрлĕ Çăлтăр орденпа хаклать.
Пĕр хаяр çапăçура командир йывăр аманать, кăкăрĕнчи снаряд ванчăкĕсене госпитальте те кăларса пĕтереймеççĕ. 1946 çулта Петр Николаев аслă лейтенант демобилизаци йĕркипе тăван ялне таврăнать. Суранĕсем ыратнă пулин те, районти çут ĕç пайĕ ыйтнипе Баскак паççулккинчи пуçламăш шкулта ачасене вĕрентме тытăнать. Пĕлĕвĕ çителĕксĕррине туйса, фронтовик Чăваш АССР учительсен институтне заочно вĕренме кĕрет. 1949 çулта Петр Александровича Пăчăрлă Пашьел шкулне куçараççĕ, кунта вăл 1964 çулчченех - чĕри çумĕнче ларнă снаряд ванчăкĕ пурнăçне тĕп тăвичченех - математика предметне вĕрентнĕ.
Петр Александрович Николаев тирпейлĕ те ырă кăмăллă çын пулнипе, тĕрĕслĕхшĕн çуннипе ял-йыш асĕнче яланлăхах юлнă. Мĕн виличченех вăл фронтри командир пек паттăр пулнă, ачасем унăн кашни сăмахне çăварĕсене карсах итленĕ. Офицер тумĕллĕ хитре учитель сăнарĕ Унăн вĕренекенĕсен асăнче ĕмĕрех упранĕ.