Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çĕнтерĕве хĕрарăмсем те туптанă...

Çĕнтерĕве хĕрарăмсем те туптанă...

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче фашистла Германие çапса аркатнăранпа 77 çул çитрĕ. Çак вăрçă историе чи пысăк та тискер пулăм пек кĕрсе юлчĕ. Тĕнчери 60 çĕр-шыва пырса тиврĕ вăрçăн шелсĕр вучĕ. Пĕтĕмпе илес пулсан, унта хутшăннă çынсен шучĕ 1 миллиард та 600 миллиона çитнĕ. Çĕр чăмăрĕ çинчи çĕр-шывсен иккĕ-виççĕмĕш пайĕ хăш енчен те пулин вăрçа хутшăннă: е фашистла Германи енчен, е хỹтĕленекен çĕр-шыв енчен. Фронтра çеç мар, тылра та Çĕнтерĕве туптанă. Арçынсем мобилизаци енĕпе е ирĕклĕн Аслă вăрçа тухса кайнă. Килте çул çитмен ача-пăчапа салтак арăмĕсем çеç юлнă. Вĕсем тылра кунĕн-çĕрĕн тар тăкса Çĕнтерĕве çывхартнă.

Шăмăршă районĕнчен 2330 çын вăрçă хирĕнче ĕмĕрлĕхех выртса юлнă. Пирĕн тăрăхри ялсенчен 40 ытла хĕр хăй ирĕкĕпе тăван çĕр-шыва хỹтĕлеме хутшăннă. Вĕсенчен иккĕшĕ тăван килне каялла таврăнайман. Асанкассинчи Мария Уресметова, Нина Тимошкина Мускава хỹтĕленĕ, Вера Григорьева фронтăн малти линийĕнче алла пăшал тытса çапăçнă. Вĕсем халĕ пирĕн хушăмăрта çук ĕнтĕ.

Хаяр вăрçă Çĕнтерỹпе вĕçленнĕ. Сывă юлнă хỹтĕлевçĕсем каялла таврăнса мирлĕ ĕçе кỹлĕннĕ. Мĕн чухлĕ хĕпĕртỹ-савăнăç! Питĕ-питĕ шел, нумайăшĕ хăйсен мăшăрне, ашшĕне, пĕр тăванне, савнине кĕтсе илеймен. Мăшăрĕсемсĕр юлнă салтак арăмĕсем Асанкасси ялĕнче нумаййăн. Вĕсем: Ольга Григорьева, Сафура Губейдуллова, Авдотья Раналова, Ольга Глухова, Матрена Борисова, Наталия Васильева...

Вăрçă çулĕсенче те, халăх хуçалăхне ура çине тăратнă тапхăрта та пурне те йывăр пулнă, çапах та çемье пуçĕ пур кил-йыш тĕреклĕрех пурăннă. Пĕччен, мăшăрĕсĕр, тăрса юлнă салтак арăмĕсене мĕн тери йывăр пулнине хăйсем çеç пĕлнĕ. Пĕчĕк ачасене вĕрентсе ура çине тăратма мĕн чухлĕ вăй-хал, чăтăм кирлĕ пулнă хĕрарăмсене... Нимрен ытла, ывăл-хĕрĕ: «Мĕншĕн ыттисен ашшĕсем пур, пирĕн - çук?» - тесе ыйтнине хуравлама асаплă пулнă. «Часах килĕ аçăр, килсе çитеймерĕ çеç», - тенĕ малтанласа...

Паттăр та чăтăмлă пулнă салтак арăмĕсем. Мĕн куç хупичченех фронтран юратнă мăшăрĕсем таврăнасса кĕтнĕ... Шел, халĕ ялта пĕр салтак арăмĕ те юлман.

Тайма пуç сире, хĕр салтаксем, салтак арăмĕсем!

Çитĕнекен ăрăва вара çак сăвă йĕркисене халаллассăм килет:
Çап-çамрăклах салтак пуç хучĕ,
Хăварчĕ тăлăха хăй мăшăрне.
Хаяр, инкеклĕ вăрçă вучĕ
Аркатрĕ унăн ырă ĕмĕтне.
Паян кун çапла калас килет кун пирки:
Утать вилни те юнашар,
Ун ячĕ çухалмасть нихçан!
Ан тухтăрччĕ татах пушар,
Ан сăхтăр чĕрене тăхлан...
Вăрçă çулĕсенче анлă сарăлнă «Шурă кăвакарчăн» юррăн сăмахĕсене çырмасăр май çук:
- Шурă-шурă кăвакарчăн, Ма вĕçетĕн пĕр-пĕччен?
Ма вĕçетĕн, мĕн шыратăн
Кăвак пĕлĕт тỹпинче?
- Эп вĕçетĕп, эп йĕретĕп,
Вут çунать ман ăшăмра.
Хурчăка тытса аркатрĕ
Манăн савнă мăшăра.
- Эс ан йĕр-ха, шур аппаçăм,
Ан тăк вĕри куççульне.
Хурçă утна йĕнерле те
Тухса вĕç тăшман çине...

Çак юрă сăмахĕсем вăрçă тискерлĕхне аса илтерсех тăччăр, мирлĕ Пурнăç хакне туйтарччăр. Нихçан та ан пултăр вăл - асап-инкек, таврăнми çухату кỹрекен вăрçă...
М.Ванюшин,
ЧР хисеплĕ таврапĕлỹçи.
Асанкасси ялĕ.



06 мая 2022
11:14
Поделиться