Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Маттуррисене палăртма

Маттуррисене палăртма

Чăваш Енри хĕрарăмсен союзĕ тата Чăваш Ен аталанăвĕн «Пĕрле» фончĕ «Эпĕ - хĕрарăм» конкурс ирттерет.

Çапла майпа профессире, ыр кăмăллăх тата общество ĕçĕнче пысăк çитĕнỹ тăвакан хĕрарăмсене хавхалантарас тĕллевпе «Эпир экономикăна аталантаратпăр» («Мы строим нашу экономику»), «Саккун хуралĕнче» («На страже закона»), «Вĕренỹ патне ăнтăлса» («К знаниям без барьеров»), «Сывлăх патне - малалла» («Вперед к здоровью»), «Общество интересĕшĕн» («В интересах общества»), «Хамăрăн, Чăваш Енĕн» («Свое, Чувашское, родное») номинацисемпе конкурс ирттересси çинчен пĕлтернĕ. Унта хутшăнакансен апрелĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа майăн 25-мĕшĕччен хăйсем çинчен видеопрезентаци хатĕрлесе заявка çырмалла. 2 минутлăх презентацире хăвăрпа тĕплĕн паллаштарма тăрăшмалла. Пурнăç, ĕç-хĕл, професси ăсталăхĕ, обществăлла ĕç те çуталтăр унта. Видеороликсене Чăваш Республикин порталне сасăламашкăн вырнаçтараççĕ. Сасăлав июнĕн 1-15-мĕшĕсенче пырать. Пĕтĕмлетĕве июнĕн 16-18-мĕшĕсенче тăвĕç. Чыславĕ вара июнĕн 24-мĕшĕнче, Республика кунне уявланă чухне пулать.

Пĕлтĕр республика шайĕнче йĕркеленĕ конкурса Шăмăршă районĕнчен пилĕк хĕр арăм хутшăннă.



29 апреля 2022
10:44
Поделиться