Кирлех-ши Котрагран хăрама е туристсемшĕн чăваш çăпати те кăсăклă пулнине мĕншĕн манатпăр?
ШĂМĂРШĂРА е ун çывăхĕнче урхамах çине ларнă Котраг хан палăкне вырнаçтарасси пирки Интернетра тата «сарафанлă» хыпарлавра сас-хура сарăлнине пĕлетĕп-ха. Палăк вăл ача вăййи мар, ăна пули-пулми çын е пулăм пирки лартмаççĕ. Паллах, укçа-тенкĕ те нумай кирлĕ. Уйрăмах хальхи пăтрануллă саманара укçана хаклама пурнăç хăй вĕрентет. Акă хамăр районах илер. Унччен тар тăкса асфальтпа витнĕ çулсем юхăнса кайрĕç, вĕсене юсама миллионшар тенкĕ укçа кирлĕ. Шăмăршăсене ĕçмелли таса шыв ыйтăвĕ те хытă хумхантарать. Хăçанччен ĕçĕпĕр сывлăха хавшатакан таса мар шыва? Ку енĕпе ĕç хускаласси пирки сăмахлаççĕ-ха, çапах та чăваш «тытса пăхмасăр, ĕçсе пăхмасăр» ĕненсех каймасть.
Çав вăхăтрах пирĕн укçа-тенкĕ ĕçлесе тумалли майсем те шырамалла. Респуб- лика ертỹçи Олег Николаев çавăн пек майсенчен пĕри туризма аталантарни тесе шутлать. Тĕнчери питĕ нумай çĕр-шыв туризм пулăшнипе экономика тилхепине çирĕп тытса пырать, хăйсен пур-çук пуянлăхне ют патшалăхсенчен килекен туристсене кăтартса укçа-тенкĕ ĕçлесе тăвать.
Кăтартмалли, ютсене тĕлĕнтермелли пирĕн Чăваш Енре те пур. Ан тив, нумай мар пултăр, çапах та эпир мĕскĕн халăх маррине хăнасем умĕнче кăтартма пĕлмелле. Ахальтен мар ĕнтĕ пирĕн Шăмăршă район администрацийĕ те нумай çул хушши туризма хакламасăр пурăннă хыççăн «ыйхăран» вăранчĕ теес килет. Шăмăршă - республикăн кăнтăр енчи хапхи пулнă май, таçтан-таçтан килекен хăнасене пирĕн илĕртме, хамăр пата «тытса илме» вĕренмелле, туристсемшĕн чăваш çăпати те кăсăклă пулнине асра тытмалла.
Çăпата тенĕрен, мĕншĕн уçас мар-ха район центрĕнчи пĕр пушă çуртра Çăпата музейне? Ку вăл Раççейри çеç мар, тĕнчери пĕрремĕш музей пулĕччĕ. Телее, районта çăпата тума пĕлекен ватă çынсем пур-ха, килти хуçалăхсенче те кивелсе çитнĕ çăпатасемпе калăпсем çухалса пĕтмен. Рекламăна лайăх йĕркелесен туристсем пирĕн патăмăра каплансах килĕччĕç.
Сăмахăма ут çинчи Котраг палăкĕ пирки хускатрăм пулсан, калаçăва малалла тăсам-ха.
Истори наукисен докторĕ В.Д.Димитриев пире - университет студенчĕсене - Пăлхар, Пỹлер, Сăвар, Ошел, Керменчук, Чике ту хулисен асаплă шăпи пирки каласа пани халĕ те манăçмасть.
Аслă Пăлхар патшалăхне тытса тăнă Кубрат хан (584-642), Котраг хан (653-673), Ишкул хан (673-707), Болгар хан (743-800), Тукай хан (809-827), Айтар хан (827-839), Ханджал хан (839-844), Зубану хан (844- 864), Силкен хан (877-886), Алмас хан (886-929), Микаил хан (929-935), Ахмат хан (935-942), Хайтар хан (997-1017), Мохамат хан (1017-1032), Барадж хан (1048-1111), Ибрагим хан (1111-1160) историре сумлă вырăн йышăнаççĕ.
Аслă Пăлхар вăл - пирĕн мăн-мăн-мăн асаттесен çĕр-шывĕ. Кунта пирĕн тымарсем упранаççĕ. Пăлхар çĕрĕ пирĕн ĕлĕк-авалхи çĕр-шывăмăр пулнă. Хамăрăн аваллăхăмăра вара пирĕн пĕлмеллех.
Чăваш чĕлхи Атăл çи Пăлхарта патшалăх чĕлхи шутланнă, унпа саккунсем кăларнă, управленипе канцеляри ĕçне туса пынă, шут шутланă чухне, суд ĕçĕнче, наукăра, халăха вĕрентес ĕçре, кĕлĕсенче, литературăра, суту-илỹре, вырăнти йăхсемпе хутшăннă чухне усă курнă.
Шăмăршăра е ун çывăхĕнче вырнаçтарма хатĕрленекен урхамах çинчи Котраг - Аслă Пăлхар патшин Кубратăн иккĕмĕш ывăлĕ. Кубрат хан вилнĕ хыççăн унăн ывăлĕсем - Аспарух, Батбаян тата ыттисем - пăлхарсен пĕрлĕхне упраса хăварайман, Аслă Пăлхар патшалăхĕ арканма пуçланă. Çакăн пек кăткăс лару-тăрура Котраг ертсе пыракан çарсем Аслă Пăлхар территорийĕнчен çурçĕрелле куçнă (VII-VIII ĕмĕрсем), Вăтам Атăлпа Кама тăрăхĕнче финн-угор йăхĕсемпе пĕрлешсе Атăл çи Пăлхар патшалăхне йĕркеленĕ.
Котраг (пăлхарла Котраг, тутарла Кедре хан, чăвашла Кăтра Паттăр) Атăл çи Пăлхар патшалăхне туса хунă пĕртен-пĕр çар пуçĕ тесе хальхи историксем иккĕленсе çыраççĕ, çапах та Кубрат çул пуçĕн ывăлĕ Котраг лашасене чунтан юратни историе кĕрсе юлнă. VII ĕмĕр пуçламăшĕнче Атăлпа Кама çинче Аслă Пăлхар патшалăхĕ вăй илсе çĕкленет. 922 çулта Атăл çи пăлхарсем ислам тĕнне йышăнаççĕ. 1237 çулта вара Батый хан ертсе пынă монгол-тутарсем хаяррăн тапăнса кĕнине тỹсеймесĕр Атăл çи Пăлхар патшалăхĕ арканать. Шухăшăма пĕр çĕре çыхăланă май эпĕ çакна çеç каласшăн: пирĕн Котраг (Кăтра Паттăр) палăкĕнчен хăрамалла мар, ăна вырнаçтарни туристсене илĕртме пулăшасси вара шанăç парать.
Ив.САЛАНДАЕВ,
Чăваш Республикин хисеплĕ таврапĕлỹçи.