Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Кашни сасă пĕлтерĕшлĕ

Кашни сасă пĕлтерĕшлĕ

ХАМĂР пурăнакан тăрăха илемлĕрех, илĕртỹллĕрех тума пирĕнтен кашниех вăй çитереет - апрелĕн 15-мĕшĕнче хăтлăх кĕртмелли чи пĕлтерĕшлĕ объектсене суйлас енĕпе Пĕтĕм Раççейри иккĕмĕш онлайн-сасăлав пуçланчĕ. Сасăлав «Çурт-йĕр тата хула хăтлăхĕ» наци проекчĕн «Хăтлă хула хăтлăхне йĕркелесси» федераци проекчĕпе килĕшỹллĕн иртет. Сасăлама вара 14 çултан аслăрах кирек мĕнле граждан та пултарать.

Пирĕн районта та кун пек сасăлав иртет. Майăн 30-мĕшĕччен район çыннисем, хăш обществăлла территорие чăн малтан хăтлăх кỹмеллине шута илсе, хăйсен шухăшне 21.gorodsreda.ru порталта палăртма пултараççĕ. Çавăн пекех Патшалăх пулăшăвĕсен сайтне кĕрсе, волонтерсен пулăшăвĕпе усăкурса сасăлама та май пур. Граждансене хăтлăх-илем кĕртмелли проектсен тĕслĕхĕсемпе паллаштарса кăмăла каяканнине суйлас тĕлĕшпе районти 34 волонтер пулăшу параççĕ. Кăçал Шăмăршăри Советски урамĕнчи обществăлла территорие хăтлăх кĕртессине (иккĕмĕш тапхăр) е нумай функциллĕ ача-пăча площадкине тăвассине татса памалла.

Мĕнле обществăлла территорие йĕркене кĕртмеллине, хальхилле-çĕнĕлле тата пурне те тивĕçтермелле тăвассине халăхăн хăйĕн суйласа илмелле. Чи нумай сасă пуçтарнă объект вара 2023 çулта хăтлă пулĕ.

Апрелĕн 28-мĕшĕнчи 15 сехет тĕлне районти 102 гражданин хăйĕн шухăшне палăртрĕ. Районти онлайн-сасăлав кăтартăвĕсем тăрăх, Шăмăршăри Советски урамĕнчи обществăлла территори 74 сасă пухса хальлĕхе малта пырать. Нумай функциллĕ ача-пăча площадкине вара 28 граждан суйласа илнĕ. Кашни сасă пысăк пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен проектсене пурнăçлама укçа-тенкĕ уйăрса парасси çынсен пуçарулăхĕпе çыхăннă. Шăмăршă районĕн хисеплĕ çыннисем, эсир пурăнакан тăрăх ыран мĕнле пуласси сирĕнтен килет! Сасăлава активлăрах хутшăнар-ха, тирпей-илемре, хăтлăхра пурăнма мĕн тери лайăх вĕт-ха!

Е.САВЕЛЬЕВА.



29 апреля 2022
10:32
Поделиться