Хамăр тĕллĕн ĕçлер, пурлăха ỹстерер!
Раççей Федерацийĕн шайĕнче тата Чăваш Енĕн «Чăваш Республикинче ял хуçалăха аталантарасси тата ял хуçалăх продукцине, чĕр тавара, апат-çимĕçе вырнаçтарассине йĕркелесе тăрасси» Патшалăх программипе килĕшỹллĕн юлашки вăхăтра хăй тĕллĕн ĕçлекенсем (самозанятые) çине тимлĕх уйăрма пуçларĕç.
Пахча çимĕç (уçă вырăнта ỹсекен çимĕç, çĕр улми), сĕт, аш-какай туса илме, сурăх тата качака, ĕне, пăру, вăкăр, пыл хурчĕ ĕрчетме, ял хуçалăх техники, оборудовани, минераллă удобрени туянма, тăпрана агрохими тĕлĕшĕнчен тĕрĕслеме, вăрлăха лаборатори тĕрĕслевĕ витĕр кăларма республика тата федераци шайĕнче пулăшу - субсиди - илме май пур.
Шăпах çак çăмăллăхсене илмелли йĕрке çинчен ял çыннисемпе калаçу йĕркелерĕмĕр эпир - район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн уйрăмĕнче ĕçлекенсем. Кашни яла, кашни паççулкка çитсе пуху ирттертĕмĕр. Вырăнти çынсемпе куçа-куçăн тĕл пулса хăй тĕллĕн ĕçлес кăмăллисемпе пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сỹтсе яврăмăр, вĕсене кирлĕ сĕнỹсем патăмăр.
Патшалăх тĕлĕшĕнчен пулăшу илме май пур чухне хамăр тĕллĕн ĕçлессине (самозанятость) аталантарма тăрăшăр, ял ĕçченĕсем!
О.Алексеев,
район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн уйрăмĕн начальникĕ.