Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Чăваш Ен Пуçлăхĕпе - тĕл пулу

Чăваш Ен Пуçлăхĕпе - тĕл пулу

Чăваш чĕлхи кунĕнче Пĕтĕм Раççейри «Тантăш» хаçатăн 17 çамрăк корреспонденчĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа тĕл пулчĕ.

Пирĕн районтан çак чыса Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем - Степан Степанов (1-класс), Арсений Михайлов (2-мĕш класс) - тивĕçрĕç.

Хаçатăн хастар корреспонденчĕсем Олег Алексеевичпа тăван чĕлхепе пупленĕ. Вĕсен 20 ытла ыйтăвне Республика Ертỹçи туллин хуравланă.

Степанпа Арсение çак тĕл пулу çав тери килĕшнĕ. «Шкулта тăрăшса вĕренме, атте-анне чĕлхипе таса та илемлĕ калаçма Шупашкартан хавхаланса таврăнтăмăр», - теççĕ çамрăк хаçатçăсем.

Г.Кузьмина,
Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ.



29 апреля 2022
10:36
Поделиться