Çĕр-шыв Гимнĕ - паттăрлăх чĕнĕвĕ
ХĔРĔХ çул каялла Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕнче А.Гармонщиков ирттерекен истори урокĕнче пулма тивнĕччĕ. Александр Иванович - кăвакарнă çỹçлĕ вăрçă ветеранĕ – хăйĕн предметне чунтан юратни тỹрех сисĕнетчĕ.
Мана çакă тĕлĕнтернĕччĕ тата савăнтарнăччĕ: шкул ачисем истори урокне çĕр-шыв Гимнне юрланипе пуçларĕç. Учитель хăй те, вĕренекенсем те Гимн сăмахĕсене лайăх пĕлни курăнать. Маттур салтаксем пек ура çине яшт тăнă çамрăксем Гимнри кашни сăмаха чĕре çумне çывăха илсе юрлани мана хытă хумхантарнăччĕ.
«Патриотизм Гимнпа Ялавран тата Гербран пуçланать», - тенĕччĕ мана урок хыççăн тава тивĕçлĕ вĕрентекен. - Эпир хамăр шкулти кашни ачах Гимн сăмахĕсене лайăх пĕлтĕр, Ялавпа Герб пĕлтерĕшне ăша хывтăр тесе тăрăшатпăр».
Нумай çул шуса иртрĕ унтанпа, анчах та эпĕ Александр Ивановичăн сăмахĕсене халĕ те манса кайман: «Патриотизм Гимнпа Ялавран тата Гербран пуçланать».
Шел те, çакна районти кашни шкултах асра тытаççĕ теме пултараймастпăр. Хисеплĕ учительсем, аллăмăра чĕре çумне хурса тĕрĕссине калар-ха: пĕлеççĕ-и-ха пирĕн вĕренекенсем Гимн сăмахĕсене? Ялавпа Герб пирки мĕн пĕлеççĕ тата?
Патриотизм вара çак символсенчен пуçланать. Пирĕн çĕр-шыв историне, халăх паттăрлăхне юриех пăсса кăтартас тесе юлашки çулсенче ют патшалăхсем нумай тăрăшрĕç. Çитĕнекен ăру Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин паттăрĕсем çинчен те пĕлменпе пĕрех, «вĕри точкăсенче» çапăçнă хамăрăн ентешсем пирки те каласа параймаççĕ.
Тăшман вара тĕлĕрмест, Раççей çĕр-шывĕ çине выçă кашкăр пек шăлне шаклаттарса, курай- манлăхпа тулнă хапсăнчăк куçпа пăхать, пирĕн халăхсен туслăхне аркатассишĕн элек хыççăн элек сарать. Çамрăк ăру пуçне пирĕншĕн ют пулăмсемпе пăтратассишĕн тăрăшать.
Çак кăткăс лару-тăрура çамрăксене патриотизм воспитанийĕ парас ыйту çав тери çивĕч тухса тăчĕ. Акă мĕншĕн ĕнтĕ кăçалтан пуçласа пирĕн республикăра «Тăван çĕр-шыв пирĕн пĕрре анчах» муниципал проекчĕ ĕçлеме тытăнчĕ. Унпа килĕшỹллĕн, апрелĕн 5-мĕшĕнчен тытăнса Шупашкарти кашни шкултах историпе ОБЖ урокĕсене Раççей Гимнне юрланипе пуçлаççĕ. Çак ырă пуçару пирĕн района та çиттĕрччĕ, çамрăк ăру гражданла-патриотизмла воспитани илсе çитĕнтĕрччĕ тесе учительсен те, ачасен ашшĕ-амăшĕн те, общественноçăн та чунтан тăрăшмалла.
Сăмах май, тĕнчери нумай патшалăхра, сăмахран, Америкăри Пĕрлешỹллĕ Штатсенче, Китайра, Индире, Турцире шкулсенче хăйсен çĕр-шывĕн гимнне юрласси çирĕп йăлана кĕнĕ. Каярах юлтăмăр пулсан та, патриотизм воспитанийĕн ĕçне кашни кун, шкулта та, килте те, культура учрежденийĕсенче те тĕллевлĕ туса пама васкамалла.