«Пилеш» «хунавлă» та «ĕрчевлĕ»
Пилеш - чăваш халăхĕн юратнă йывăçĕ. Асатте-асаннемĕр пилеше ĕмĕртен кил-çурта усал-тĕселрен хỹтĕлеме лартнă, унпа çынна тĕрлĕ хаяртан сиплеме усă курнă, чир-амакран сыхлама выльăх-чĕрлĕх мăйне унран тунă хĕрес çакса янă, тыр-пул мĕнле пуласса ун тăрăх тĕшмĕртнĕ...
Ахальтен мар ĕнтĕ, вырăнти халăхăмăрăн юрри-сăмахне, йăли-йĕркине упрас тĕллевлĕ кивчукалсем хăйсен фольклор ансамбльне йĕркелесен ăна çак хỹтĕлевçĕ-сиплевçĕ йывăç ятне панă.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче чĕрĕлсе тăнă фольклор ушкăнĕ, 90-мĕш çулсенче «Пилеш» ятпа хăйне палăртма пуçланă.
Унтанпа тарăн «тымар» ячĕ «Пилеш», «тĕрекленчĕ»; «çимĕçĕ» те тухăçлă. Малтанхи «хуçисем» - А.Лубошнов, Н.Иванов, З.Карзанова пуян опыт парса хăварнă паянхи ертỹçе. Надежда Захарова - вĕри чунлă та пăрчăкан пек вăр- варскер, несĕлĕмĕрсен йăли-йĕркине ытарайманскер - çине тăрса юлташĕсене юрă вĕрентет, ĕлĕкхи ташă хусканăвĕсене алла илме пулăшать. Яваплă тивĕçе 2012 çултанпа пурнăçлать.
Туслă коллектив кунсерен тенĕ пекех ялти Культура çуртне репетицие пухăнать, тар тухиччен черетлĕ уява е конкурса хатĕрленет. Надежда Витальевна аллинчи хут купăсне тăсса ярсан вĕренмелли çĕнĕ юрра Ирина Малеева пуçлать. Ыттисем харăссăн юрă юхăмне кĕреççĕ, туйăмлă та тарăн шухăшлă юрра ĕнерме пикенеççĕ, каярах пусăмлăн шăрантараççĕ. Чуна хĕмлентерекен чăваш ташши вара пĕтĕм кĕлеткене хускатать, пĕтĕм кăмăла çавăрса илет, илем тĕнчине йыхăрать...
«Пилеш» репертуарĕнче - вырăнти чăваш тата вырăс халăх юррисем тата композиторсем кĕвве хывнисем. Сăмах май, Чукал тăрăхĕнчи юрăсене упраса хăварас тĕлĕшпе И.Малеева уйрăмах тăрăшуллă; вăл аслă ăрури çынсенчен ĕç, салтак, вăйă, çимĕк, туй, çĕнĕ хăта, çăварни, улах сăри юррисене çырса илет, кĕввине ăша хывать. Çак юрра-кĕвве пĕр ятлă йăла-йĕркене кăтартнă чух усă курма шеп. Сцена çинче е Ял уявĕнче янранă май, манăçа тухма пуçланă юрă-кĕвĕ çĕнĕрен чĕрĕлсе тăрать, халăхра сарăлать. Салтак ăсатни, вăйă, туй, çĕнĕ хăта, улах сăри, çулталăкри уявсене ирттересси пурнăçри чăн пулăма çаврăнчĕ. Тĕлĕнмелле чаплă ял хавалĕ!
Ушкăнра вун пиллĕкĕн. Вĕсен йышĕнче культура, вĕренỹ, ял хуçалăх сферинче ĕçлекенсем, пенсионерсем... Чи асли - 77-ри Лидия Малеева. Пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланни, коллективлăх, юрра- ташша юратни пĕрлештерет фольклор ушкăнĕн членĕсене.
«Пилеш» ят-сумĕ ỹссех пырать. Районти пултарулăх коллективĕсен смотр- конкурсĕнче «Халăх йăли-йĕрки» номинацире пĕрре мар çĕнтернĕ, регионти анатри чăвашсен «Ĕмĕрсен эрешĕсем» фестивалĕн район шайĕнчи конкурсĕнчемала тухма хăват çитернĕ. Районти ялсенче, кỹршĕллĕ Улатăр районĕнчи Суйкăнра час-часах пултарулăхне кăтартать коллектив. Темиçе хутчен те республикăри Акатуйне хутшăнчĕ. Республикăри «Туслăх кăшăлĕ» фестиваль-конкурсĕн «Хăнана чи тарават кĕтсе илекен» номинацире 2-степеньлĕ диплома тивĕçрĕ. Чăваш халăхĕн аслă Вĕрентекенĕн Иван Яковлевăн çуралнă тăрăхра - Тутарстанри Теччĕре тата çак района кĕрекен Кăнна Кушкинче- ăсталăхĕпе савăнтарчĕ. Чĕмпĕр облаçĕн чăваш Акатуйĕнче селĕм юрри-ташшипе, капăр тумĕпе тĕлĕнтерчĕ.
Ĕçне кура - чысĕ. Нумай çул хушши халăхăн йăли-йĕркине, ăс-хакăл тата пурлăх культурине упрассишĕн, сарассишĕн пысăк тỹпе хывнăшăн, çавăн пекех шкул ачисемпе ял халăхне тăван ен культурине тĕпчеме явăçтарнăшăн Кивĕ Чукалти «Пилеш» фольклор ансамбльне Чăваш Енри тăван ен тĕпчевçисен Союзĕн Хисеп грамотипе чысланă.
Турат çумне турат хушнă пек, юрă çумне - юрă, ташă çумне - ташă, йăла çумне йăла хушса куллен-кун аталанать «Пилеш». Халăхăн пуянлăхĕ - ăс-хакăл культури - килес ăрусемшĕн упрантăр тесе ырми-канми тимлет...
Кăларăма Зинаида СВЕКЛОВА хатĕрленĕ.