Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Дзюдоистсен çитĕнĕвĕ

Дзюдоистсен çитĕнĕвĕ

Чăваш Енре мала тухассишĕн 2006-2007-мĕш çулхи çамрăксем хушшинче дзюдо енĕпе çивĕч ăмăрту пулса иртнĕ.

Ăмăртăва Шăмăршăри «Туслăх» ача-пăча тата çамрăксен спорт шкулĕн спортсменĕсем те хутшăннă. Д.Удин (60 килограмчченхи виçе) - 3-мĕш, А.Попов (73 килограмчченхи виçе) - 2-мĕш, А.Сесюкин (73 килограмчченхи виçе) - 1-мĕш вырăнсене йышăннă. Пултаруллă каччăсене саламланă май вĕсене çирĕп сывлăхпа иксĕлми вăй-хăват, сỹнми хавхалану сунатпăр. Ăнăçупа çĕнтерỹ яланах юнашар пулччăр, тусăмăрсем!



22 апреля 2022
09:36
Поделиться