Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Аваллăх управçи

Аваллăх управçи

Музей вăл – халăх ырлăхĕ,
Аваллăхăн çỹпçи.
Унра – ăс_хакăлăн пурлăхĕ,
Унра – малаш уççи...
Автор
«Аваллăхсăр малашлăх çук», – теççĕ халăхра. Çак сăмахăн чăнлăхне пурăннăçемĕн тата лайăхрах ăнланса пыратăн, иртнĕ кунсен çути паянхи куншăн та, ыраншăн та хаклине туятăн. Тăван халăхăмăрăн кун-çулне, йăли-йĕркине, культурине, историре палăрнă паллă ентешĕмĕрсене ĕмĕрлĕхе асра хăвармашкăн, килес ăрусем патне çитермешкĕн пире музей пулăшать. Шăпах вăл пире несĕлĕмĕрсемпе тата пулас кĕçĕн мăнукăмăрсемпе çыхăнтарать.

Васан вăтам шкулĕнче (халĕ – тĕп шкул) истори предметне вĕрентнĕ Герман Николаевич Ларшников 1986-1987– вĕренỹ çулĕнче çамрăк краеведсен кружокне йĕркелесе ярсан ачасем тăван тавралăха, Васан, Кивĕ Шăмăршă, Ярăслав ялĕсен аваллăхне тĕпчеме пуçланă. Ватă çынсен аса илĕвĕсене, авалхи сăмахлăха, ĕлĕк усă курнă ĕç хатĕрĕсене, савăт-сапана, тумтире, атă-пушмака тата ытти япалана пуçтарнă. Паллах, историпе çыхăннă материала хаçат-журналта шыранă.

Пурăна-киле «Гвардеец» совхозри парти комитечĕн ларăвĕ Васан ялĕнче музей тăвас тĕлĕшпе ыйту пăхса тухать, пулас музей валли вырăн – ял варринчи малтанхи шкул çуртне уйăрса пама йышăнать. Район ертỹçисем ирĕк панă хыççăн юхăннăскере кĕске вăхăтрах юсаççĕ, çỹп-çаппа тулнă пỹлĕмĕсене çуса тасатаççĕ, пухнă экспонатсене стендсемпе экспозицисене вырнаçтараççĕ. Виçĕ ял экспоначĕсене вырнаçтарнă çĕрте çак шкул ачисем – краеведсем ырми-канми тăрăшаççĕ: Татьяна Ильина, Аленăпа Сергей Ельцовсем, Ирина Тюнтерова, Людмилăпа Лариса Измуковăсем, Ираида Фомина, Светланăпа Лариса Яковлевăсем, Ольга Малова, Эдуардпа Александр Ларшниковсем, Ирина Ефимова, Андрей Горшков, Валерий Самарин тата вуншар хастар.

Музейри пỹлĕмсемпе экспозицисене Н.Толстов художникпа Ю.Хмелев столяр (Сăкăт) йĕркелесе илемлетнĕ. Çак ĕç валли совхоз дирекцийĕ 10 пин (ун чухне вăл пысăк укçа пулнă) тенкĕ уйăрса панă.

Музейра сĕм авалхи историпе палеонтологи, этнографи, Асăнупа Çар Мухтавĕн, совет тапхăрне сăнлакан пỹлĕмсем, тăван ен культури вĕрентмелли класс, тĕрлĕ курав йĕркелемелли зал уçăлнă. Малтан кунта 2 пин ытла экспонат вырăн тупнă.

1990 çулхи майăн 1-мĕшĕнче Васанта историпе краеведени музейне уçнă ятпа савăнăçлă пуху ирттернĕ. Унта район представителĕсем – И.Журавлев, Г.Бабочкин, Б.Мишкин, Шупашкарти Чăваш наци музей ĕçченĕсемпе Культура министерствин ĕçченĕсем, обществăлла организацисемпе учрежденисен, «Гвардеец» совхозпа Васан ял Совечĕн пуçлăхĕсем, вĕрентекенсем, ял халăхĕ пуçтарăннă. Çавăн пекех Чĕмпĕр тăрăхĕнчи Анат Тимĕрçен ялĕнчи Халăх музейĕ çумĕнчи И.Дубов ертсе пыракан чăваш фольклор ушкăнĕ те васансене саламлама çитнĕ. Малтанах пухăннă хăнасем ял музейĕнчи залсемпе паллашнă. Çакăн пек чаплă музей Шăмăршă тăрăхĕнче кăна мар, Патăрьел, Комсомольски, Елчĕк районĕсенче те çав вăхăт тĕлне çуккине, вăл экспонатсенчен пуяннине палăртнă курма килнисемпе хăнасем.

Пурăна-киле Васанти историпе краеведени музейне республикăри тата ун тулашĕнчи хăнасемпе туристсем çул хывнă. Вĕсем, экспонатсемпе паллашнисĕр пуçне, тĕрлĕ выставка пăхса тавра курăма анлăлатнă. Час-часах тĕрлĕ художникăн ĕçĕсен куравĕсене йĕркеленĕ. Шăмăршă тăрăхĕнчен тухнă Чăваш Енри художникĕсен союзĕнче тăракан Николай Артемьев (Васан), Юрий Алексеев (Пуянкасси), Зоя Морозова (Шăмăршă), РСФСР художникĕсен союзĕнче тăракан Станислав Евграфов (Васан), республикăри чи паллă художниксен – Владимир Агеевăн, Праски Виттин, Юрий Матросовăн тата Александра Ильбекова паллă тĕрĕçĕн ĕçĕсене, Виссарион Лосмановăн тĕнчери лĕпĕшсен коллекцине курса киленнĕ кунта.

РСФСР Культура министерстви 1990 çулхи ноябрĕн 22-мĕшĕнче 482№ приказĕпе килĕшỹллĕн Васанти историпе краеведени музейне «Халăх музейĕ» хисеплĕ ят парса чысланă, музейра ĕçлеме директор штатне уйăрса панă.

ЧР Президенчĕ Николай Федоров, пысăк хуласемпе регионсен делегацийĕсем, АПШ, Франци, Финлянди, Турци, Болгари тĕпчевçисемпе çул çỹревçисем, тĕрлĕ министрсемпе Чăваш Енĕн сумлă çыннисем, наука, культура, искусство деятелĕсем, Раççейри паллă эстрада юрăçи Татьяна Буланова пулса курнă 30 çул хушшинче.

Музей уçăлнă çулах кунта «Мерчен» ача-пăча фольклор ансамблĕ «çуралнă». Вăл вырăнти юрăсене сарас, тăван халăх йăли-йĕркине упрас ĕçе сумлă тỹпе хывнă. 20 çул пĕр улшăнми музей директорĕ, ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, Чăваш халăх академикĕ, В.Бараев-Сĕркке поэт ячĕллĕ преми лауреачĕ Г.Ларшников учитель ертсе пынă ансамбль республикăра иртекен «Пĕчĕк çеç путене», «Черчен чечексем», «Ĕмĕрсен эрешĕсем», «Чăваш ахах-мерченĕ», «Атăл çи çăл куçĕсем», «Вăйă», «Тапă» фестивальсемпе конкурссенче нумай хутчен лауреат дипломĕсене тивĕçнĕ. Хăйĕн пултарулăхне Тюмень тăрăхĕнче, Мускавра, Курскра, Чулхулара, Удмуртире, Германири Бремен хулинче кăтартнă. Унти пысăк конкурс-фестивальте чаплă призсене, дипломсемпе лауреат ячĕсене çĕнсе илнĕ. Ушкăнран культура çулне суйланисем те сахал мар. Светлана Яковлева – эстрада юрăçи, ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ хăй мĕне тăрать! «Мерченпе» Раççей Президенчĕ Владимир Путин та тĕл пулнă, ун ĕçне пысăк хак панă (2004ç.).

Пĕр сăмахпа, Васанта уçнă музей аваллăх управçи те, вырăнти халăхăмăрăн йăли-йĕркине, культурине аталантаракан центр та пулса тăнă, тăрать те. Ăна чĕртсе тăратнă Герман Ларшникова, чăннипех те, пуç тайса пуç çитмест.

... 2021 çулхи январьтен пуçласа муçей ĕç-хĕлне Ираида Ефимова йĕркелесе пырать. Герман Николаевичран куçнă «тилхепене» çирĕп тытать вăл. Çулталăк календарĕнчи кашни уявах тĕплĕн хатĕрленсе ирттерет. Кивĕ Шăмăршăри «Тевет» фольклор ансамбльне ертсе пынă май Васан ял тăрăхĕнче йĕркелекен сурхури, çăварни, мăнкун, акатуй, улах сăри тата кил-йыш йăли-йĕркине халăх умне кăларать, авалхи юрăсене упрассишĕн-сарассишĕн тимлет. Шкул ачисенче патриотизм туйăмне аталантарассишĕн ырми-канми тăрăшать: музейра Асăнупа Çар мухтавĕн залĕнче Паттăрлăх сехечĕ, калаçу, викторина, конкурс т.ыт.те йĕркелет. Пĕр акцирен те юлмасть. Ытти чухне тĕрлĕ ỹсĕмри çынсемпе экскурси йĕркелет, аваллăхран пуçласа – совет саманине, унтан паянхи пурнăçа нимрен хаклă документсем, нихçан кивелми экспонатсем тăрăх йĕрлет.

Çапла, аваллăхăн çỹпçи иксĕлми, пуян Васан Халăх историпе краеведени музейĕн.

Кăларăма Зинаида СВЕКЛОВА хатĕрленĕ.



22 апреля 2022
09:30
Поделиться