Юрла-юрла юхать Пасна...
ТУРИСТСЕНЕ эпĕ юмахри пек илемлĕ вырăнпа - Пасна çырмипе - паллашма сĕнĕттĕм.
Пасна - Сăр юхан шывĕн сылтăм юппи. Çак çырма Тутарстанри Çĕпрел районне кĕрекен Чăваш Паснапуçĕ ялĕ çывăхĕнче пуçланать. Паснан пĕтĕмĕшле вăрăмĕшĕ - 106 çухрăм. Шăмăршăпа Улатăр районĕсем витĕр шăнкăртатса юхать илемлĕ çырма. «Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕн территорийĕпе юхса кунти пуян çутçанталăка чĕрĕлĕх парнелет.
Ваттисем каланă тăрăх, ĕлĕкрех Пасна тăрăх сулăсем юхтарнă, вăрман кассан йывăçа кирлĕ çĕре çак меслетпе çитернĕ.
Паснан юпписем те пур: Хура Пасна, Орбездна тата Упамса.
Ученăйсем çирĕплетнĕ тăрăх, Пасна çырмин пуçламăшĕ тинĕс шайĕнчен 220 метр çỹлерех тăрать. Çак çырма пысăках мар çăл куçран пуçланать те хăйĕн çулĕ çинче вун-вун пĕчĕк çăл куçа ытамне илет.
Пасна пулăран та пуян. Туристсем Наци паркĕнчи Паснара çăрттан, уланкă, хĕрлĕ çунат е ытти пулă тытма пултараççĕ. Пулă шỹрпи пĕçерсе çиме кунта ятарлă вырăнсем те пур, хуранне, чашăк-çăпалине парк ĕçченĕ урлă арендăна илме пулать.
Пасна çуркунне - пĕтĕм çут çанталăк тĕнчи чĕрĕлсе çеçке çурнă вăхăтра - уйрăмах илемлĕ. Килĕр кунта канма, килнишĕн пĕрре те ỹкĕнмĕр!
Юрла-юрла юхать Пасна,
Юхса кĕрет вăл Сăр шывне.
Пĕрре курсан, килет асна -
Çук, манăçмасть-çке ĕмĕрне!