Вун улттăмĕш ĕмĕр ахрăмĕ е истори палăкĕ куç умĕнче çухалса пыни чĕрене ыраттармасть-ши?
ВЫРĂСЛА ăна «Карлинская засечная черта» е «Карлинский вал» теççĕ. Чăвашла «Хырла хĕрринчи хỹтĕлев чиккисем» тесен йăнăш пулмĕ тесе шутлатăп.
Чăваш АССР Министрсен Совечĕн 1993 çулхи октябрĕн 29-мĕшĕнчи Йышăнăвĕпе Хырла хĕрринчи хỹтĕлев чиккисен юлашкисене (вăтам ĕмĕрсем) регион пĕлтерĕшлĕ археологи палăкĕ тесе патшалăх хỹттине илнĕ.
Историксем çирĕплетнĕ тăрăх, Хырла хĕрринчи хỹтĕлев чиккисене (Карлинский вал, Засечная черта) 18-мĕш ĕмĕрте çĕкленĕ, анчах строительство ĕçĕсем 16-мĕш ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринчех (1570 çулсенче) пуçланнă тесе шутлаççĕ.
Хỹтĕлев чиккисем пирĕнпе кỹршĕллĕ Мордва республикинче пуçланнă та Улатăр тата Шăмăршă районĕсем витĕр иртсе Тутарстанри Теччĕ хули (Тетюши) патне çитнĕ.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче эпĕ Мордва республикинчи Темников хулинче пулсан (çак хулара манăн мăшăр вĕреннĕ, хĕр ача та кунтах çĕр йĕркелỹçĕ специальноçне алла илчĕ) хỹтĕлев чиккисем пуçланнă вырăна ятарласах кайса курнăччĕ. Мордвасем хăйсен историне упрама тăрăшни, туризма аталантарсах пыни мана тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтернĕччĕ.
Хырла (Карлинский) хỹтĕлев чиккисене тума XVII ĕмĕр варринче - Вырăс патшалăхĕ Хусан ханствине парăнтарнă тапхăрта - пуçăннă. Ун чух Раççей патшалăхĕн кăнтăр енче çирĕплетнĕ чиккисем пулман, ку вырăна «Дикое поле» тесе каланă. Шăпах çакăнтан ĕнтĕ пирĕн патшалăх çине куçса çỹрекен вак халăхсен йăхĕсем тапăнса кĕнĕ, çаратнă е хуласемпе ялсене çунтарса пысăк сиен кỹнĕ. Çакна чарса лартас тесе Мускав правительстви куçса çỹрекен вăрă-хурахран сыхланма кăнтăр (Крымская) тата кăнтăр хĕвел тухăç (Ногайская) хỹтĕлев чиккисем тума йышăннă.
Самар хулинчи Э.Л.Дубман историк шухăшĕпе, хỹтĕлев чиккисене (вĕсем Саранск, Улатăр, Теччĕ крепоç хулисене куçса çỹрекен ногайсенчен сыхланă) 1570 çул вĕçĕнче тума пуçланă та 1586 çулта вĕçленĕ. Г.Бусыгин, В.Гуркин, Н.Калинин, В.Лебедев, Г.Перстяткович ученăйсем вара 1590 çулсенче тесе шутлаççĕ.
Хырла хĕрринчи хỹтĕлев чиккисене тума (Карлинская черта) Хусана туртса иличчен маларах пуçланă текенсем те пур. Мĕншĕн ăна шăпах «Карлинская» ят панă-ха, «Темноковская» е «Тетюшская» паман? Тупсăмĕ çакăнта: хỹтĕлев чиккин чи пысăк пайĕ Хырла çырми хĕррипе иртнĕ, 45 çухрăма тăсăлнă.
Историксен тавлашăвне хутшăнса çакăн пек пĕтĕмлетỹ тума пулать: Хырла хĕрринчи (Карлинская засечная черта) хỹтĕлев чиккисене малтан XVI ĕмĕр çурриччен тунă, Хусан ханствине çĕнтернĕ хыççăн вара ăна малалла çирĕплетнĕ. «Темников - Улатăр - Теччĕ» хỹтĕлев чиккисем Сăр çинчи Промзино крепоçĕ таранах тăсăлнă.
Çапах та Хырла хĕрринчи хỹтĕлев чиккисем Вырăс патшалăхне туллин тивĕçтереймен, мĕншĕн тесен куçса çỹрекен ногай йăхĕсем тапăнса кĕме пăрахман. Вара Чĕмпĕр (1648-1654 çулсем) тата Кама хĕрринчи (1652-1656 çулсем) хỹтĕлев чиккисем тума йышăннă.
Хырла хĕрринчи хỹтĕлев чиккисем Раççейĕн кăнтăр-хĕвел тухăç енчен территорине ногайсенчен сыхланă çĕрте çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă.
Эпĕ лайăх паллакан художник тата скульптор, кỹршĕллĕ Тутарстанри Пăва районне кĕрекен Рункă ялĕнчи пурăнакан А.Алексеев (Сантăр Пикл) Хырла хĕрринчи хỹтĕлев чиккисем яланлăхах куçран ан çухалччăр тесе çак истори палăкне çитес ăрусем валли сыхласа хăварма тĕллев лартнă. Александр Иванович тĕпчесе палăртнă тăрăх, хỹтĕлев чиккисем хĕррипе ĕлĕк хурал башнисем ларнă, вĕсем çинче кунĕн-çĕрĕн сыхлавçăсем дежурствăра тăнă. Йывăçран тунă башня çỹллĕш 50 метртан кая мар пулнă.
Сантăр Пикл тăрăшнипе, Пăва-Ульяновск трасса çинче, Мещеряково ялĕ патĕнчи кĕпер патĕнче, йывăçран хуралтă тума пуçăннă. 3х3 метр сарлакăш, икĕ хутлă сооружени 7 метр çỹллĕш пулать. Çак башня Пăва районне туристсене илĕртме пулăшасса çирĕп шанать таврапĕлỹçĕ.
Çапла, çынсем тăрăшаççĕ, истори палăкне упрама та, туризма аталантарма та майсем шыраççĕ, «укçа-тенкĕ çук» тесе лармаççĕ.
Эпир вара... çак палăк куç умĕнчех пĕтсе-çухалса пынипе нумай çул хушши килĕшсе пурăнатпăр. Тĕрĕс, Хырла хĕрринче хỹтĕлев чиккин вырăнĕсене çăлса хăвармалли çинчен Г.Ларшниковпа Г.Веденеева таврапĕлỹçĕсем тахçантанпах «чан çапаççĕ», анчах вĕсене итлекен-пулăшакан тупăнмасть-ха. Галина Веденеева пулас палăкăн эскизне те туса хатĕрленĕ, унпа темиçе çул каялла пуçлăхсене те паллаштарнă.
Шел, пысăк ĕç вырăнтан тапранман-ха. Хỹтĕлев чиккисене вĕтлĕх вăрман хупласа илнĕ, вĕсем хăрăк туратпа тулса ларнă. Кунта туристсене илсе килсе кăтартма та намăс.
Район администрацийĕ Хырла хĕрринчи хỹтĕлев чиккисене (Карлинский вал) упраса хăварас тесе кирлĕ документсем хатĕрлеме пуçăнни шанăç кỹрет-ха. Мускаври археологи институтне çырупа тухни те - лайăх пуçару. Район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă аталану енĕпе ĕçлекен çумĕ Александр Чамеев каланă тăрăх, çак ыйтăва вăл Чăваш Республикин Культура министерствинче те çĕкленĕ. Хальлĕхе упранса юлнă лаптăксенче хурал башнипе частокол тума та план пур. Тĕп чăрмав - ку ĕç валли укçа-тенкĕ шыраса тупасси. Тен, вырăнти усламçăсем, тăван район патриочĕсем истори палăкне истори валли хăварма килĕшĕç? Çак ырă ĕç пире пĕтĕм халăх вăйĕпе чиркỹ тунă пекех кирлĕ. Пулас ăрусем çакăншăн тав сăмахĕ калĕç.