Туристсене пĕлсе тăма
ШĂМĂРШĂ тăрăхĕ - Чăваш Енĕн чи илемлĕ, чи лăпкă, чи кăмăллă кĕтесĕ. Кунта курмалли, пĕлмелли, фотоаппаратпа ỹкерсе илмелли нумай, видеофильм ỹкерме те пулĕ питĕ меллĕ. Çут çанталăк пуянлăхĕ хĕлле те, çуркунне те, çулла та, кĕркунне те илĕртỹллĕ.
Çĕр выртмалли, апатланмалли вырăнсем çителĕклĕ, Наци паркĕнче сире нумай тĕрлĕ çăмăллăх сĕнеççĕ. Çав шутра вăрман варринчи паççулккара чăваш мунчинче хурăн е юман милĕкĕпе çапăнма та, ятарлă вырăнта пулă шỹрпи пĕçерме е шашлăк хатĕрлеме те май пур.
Савăнтаракан тепĕр хыпар: Наци паркĕн территорийĕнче туристсем валли хăна çурчĕ тума палăртнă. Хальхи вăхăтра проектпа смета докуменчĕсем хатĕрлеççĕ.
Районта музейсем те ĕçлеççĕ, туристсене Васанти тăван тавралăх музейне, Виçпỹрт Шăмăр- шăри Илпек Микулайĕн музейне, Шăмăршăри Валерий Юмановăн, Валерий Симурзинăн килти музейĕсене кайса курма сĕнетпĕр. Хуçисем хăнасене яланах тарават. Шăмăршă тăрăхĕнчи халăхăн чун ăшшийĕ пурне те савăнăç кỹрĕ.
«Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕ туристсем валли йĕркелекен «Руна çулĕ» маршрута хутшăнни те - пирĕн пата курма килекенсене илĕртмелли лайăх пулăм. Парк дирекцийĕ халĕ этнографи мероприятийĕсене ирттерме хатĕрленет. Чăваш йăли-йĕркиллĕ «Пархатар» культура комплексне тĕпрен çĕнетни, этно-экологи сукмакĕсене тирпей-илем кỹни туристсене килĕшессе шанатпăр. «Руна çулĕпе» пирĕн района Карели, Коми, Мордва, Мари, Тутар республикисенчи, Ульяновск облаçĕнчи, Пермь крайĕнчи, Хакассири, Алтайри, Тывари, Бурятипе Якутири тата ытти çĕрти туристсем килессе кĕтетпĕр.