Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Патăрьелĕнчи ковид-центра хупнă

Патăрьелĕнчи ковид-центра хупнă

КОРОНАВИРУСПА çыхăннă эпидемиологи лару- тăрăвĕ лайăхланса пынине кура Патăрьелĕнчи тĕп больницăри ача çуратакансен уйрăмĕнчен йĕркеленĕ ковид-центра хупнă. Çапах та халь кунта выртакансен пăшăрханма кирлĕ мар, çак сыватмăшранах сипленсе тухĕç. Кун пирки унăн тĕп тухтăрĕ Николай Тинюков пĕлтернĕ. Апла пулин те çак уйрăм ача кĕтекен амăшĕсене çывăх вăхăтрах йышăнаймĕ-ха. Районти тĕп сиплев учрежденийĕнче юсав ĕçĕсем пынă май, çак çурта та çур çула яхăн поликлиника вырăнне усă курĕç. Кайран Патăрьел, Шăмăршă, Елчĕк, Комсомольски районĕсенчи йывăр çын хĕрарăмсем ку уйрăмрах çăмăлланма пултарĕç. Унччен вара вĕсене Канашри районсем хушшинчи медицина центрĕ тата Шупашкарти Перинаталь центрĕ йышăннине хыпарланă Николай Антонович.



15 апреля 2022
09:30
Поделиться