Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пасарта пур та... хаклă çав

Пасарта пур та... хаклă çав

ЯЛ ÇЫННИ мĕн ĕлĕкрен çĕр çинче ĕçлесе çемйине тăрантарнă. Пахча çимĕçе те - купăстана, хĕрлĕ чĕкĕнтĕрпе кишĕре, суханпа ыхрана, хăярпа помидора тата ыттине - килти хуçалăхра акса-лартса ỹстернĕ.

Ас тăватпăр-ха, колхозсем те пахча çимĕç ĕрчетесси çине тимлĕ пăхатчĕç. Ун чух колхоз столовăйĕнче хăйсем туса илнĕ апат-çимĕçе çеç çитернĕ, кĕркунне купăста йỹçĕтме, хăяр тăварлама, укроп типĕтме тăрăшнă. Ватăрах çынсемпе калаçатăп та паян, пурте çав ырă вăхăта лайăхпа çеç аса илеççĕ. «Ресторан апатĕнчен те чаплăрах- чĕ!» - теççĕ колхоз столовăйĕ пирки.

Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, аван пурăннă çĕртех пăрăнăçсем те сиксе тухаççĕ. Акă ют патшалăхсем пирĕн çĕр-шыва санкцисемпе пăркăчлама пикенчĕç. Çак чарусем, паллах, пире çеç мар, хăйсене те сиен кỹреççĕ, анчах Раççее начар тăвасси Америкăпа унăн хỹрешкисен пурнăç тĕллевĕ пулса тăнă. Санкцисем, ытти отрасльсене хăвăрт аталанма чăрмантарнипе пĕрлех, ял хуçалăхне те сисĕмлех ура хураççĕ.

Вăрлăхсенех илер-ха. Халиччен эпир мĕн пур йышши ял хуçалăх культурисен вăрлăхĕсен 63 процентне çеç хамăр патăмăрта туса илнĕ, ыттине ют çĕр-шывсенчен туяннă. Çурхи тулă вăрлăхĕн 97 процентне хамăр патăмăрта хатĕрленĕ пулсан, çĕр улми вăрлăхĕн 90 процентне, сахăр чĕкĕнтĕрĕн вăрлăхĕн 97 процентне урăх патшалăхсенчен илме тивет.

Кăçалхи çур акине унчченхи сап-пассемпе ирттерсе ярăпăр-ха, анчах малашнехи пирки паянах шутламалла. Мĕн чăрмантарать-ха пире ял хуçалăх культурисен вăрлăхĕсене туса илме? Сăлтав шырама пулать, анчах хамăр ỹркеннине те йышăнмаллах.

Вăтăр-хĕрĕх çул каялла пирĕн районти колхозсем выльăх чĕкĕнтĕрĕн вăрлăхне нихăçан та ютран туянман, хăйсемех туса илнĕ. Сахăр чĕкĕнтĕрĕн вăрлăхне те туса илме тăрăшнă. Чаткасри «Восход», Патирекри «Искра», Асанкассинчи «Родина» колхозсем сутмалăх та вăрлăх хатĕрлетчĕç, ял çыннисене те туллин тивĕçтернĕ.

Пахча çимĕç вăрлăхĕ пирки те çавнах каламалла. Чаткассемпе хайпăласем, патирексемпе виçпỹртсем хăйсем хатĕрленĕ вăрлăхсене аксах пысăк тухăç илетчĕç. Хăярпа помидор вăрлăхĕсене çеç мар, кишĕрпе купăста вăрлăхĕсене те хамăр патăмăртах туса илнĕ.

Халĕ килти хуçалăхсенче те пахча çимĕç вăрлăхĕсене хатĕрлеме пăрахрĕç. Пасарта е лавккара сутаççĕ вĕт - мĕншĕн нушаланмалла? Анчах... Пачкăри 10-15 штук пĕрчĕсен хакĕсем халĕ питех те ỹссе кайнă. Тата шăтсан та, шăтмасан та пултараççĕ. Сутуçа мĕн калăн - ăна сутса пултăр, вăрлăх мĕнле шăтни ăна пĕрре те шухăшлат- тармасть.

Çавăнпа та хамăр пахчара çитĕнтерекен культурăсен вăрлăхĕсене хамăрăнах хатĕрлеме тăрăшмалла. Кĕнеке вуласа, Интернетпа усă курса пахчаçă пĕлĕвĕсене алла илмелле.

Тата мана çакă та шухăшлаттарать: мĕншĕн-тĕр пирĕн фермерсем пахча çимĕç çитĕнтересрен шикленеççĕ, тырăпа çĕр улмине çеç хисеплеççĕ. Чăнах та, Патирекре тăрăшакансем пур-ха, купăста туса илсе самаях пысăк тупăш кураççĕ. Çав вăхăтрах хăяр, помидор, кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, кабачки акса-лартса ỹстерекенсем курăнмаççĕ. Кỹршĕ Тутарстанри Çĕпрел районĕнче пилĕк фермер теплицăсем туса лартнă, ир ĕлкĕрнĕ пахча çимĕçе Ульяновскпа Хусан хулисене те тăратаççĕ. Çак районта çĕр çырли те çитĕнтереççĕ, кишĕрпе хĕрлĕ чĕкĕнтĕр лаптăкĕсене кăçал 200 гектара çитерме шутлаççĕ.

«Магнит» е «Пятерочка» лавккасене кĕрсе пăхăр-ха паян: пахча çимĕç хакĕсем ỹснĕçем ỹссе пыраççĕ вĕт! Хамăр патăмăрта çитĕнтерекен çуккипе, ютсем хаксене пысăклатма пĕрре те вăтанмаççĕ.

Рынок условийĕсенче, санкцисем хĕснĕ лару-тăрура та продукци ытларах туса илсе тупăш нумайрах курмалли майсем шырамалла. Шăмăршă районĕнче çитĕнтернĕ пахча çимĕç кашни лавккарах пултăрччĕ, çывăхри хуласенче те пирĕн фермерсем кĕтнĕ çынсем пуласса шанас килет.



08 апреля 2022
15:46
Поделиться